03 апреля 2009 г.
Театр кунне уявларĕç (Культура)
Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунне пирĕн районта аван уявларĕç. Ялсенчи культура çурчĕсенчи драмколлективсем тĕрлĕ спектакльсем сцена çине кăларчĕç, халăх театрĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Тăвай ялĕнчи халăх театрĕ хăйĕн кураканĕсене иртнĕ эрнекун пухрĕ. Сцена çине çĕнĕ лозунг çакнă. ”Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ – театр кунĕ”, – тесе çырнă унта. Хаваслă кĕвĕ илтĕнет, пухăнакансен чунне хавхалану кÿрет.
Тĕрлĕ инструментсемпе выляса юрлакансен е эстрада юрăçисен концерчĕсемпе ытларах çын паллашма кăмăл тăвать. Спектакльсем пулнă чухне вара, темшĕн, куракан сахал пухăнать. Постановкăсене тимлĕ итлемелле, унтан ăнланмалла, сцена çинчи артистсемпе пĕрле савăнмалла е кулянмалла та, пĕтĕмлетÿ тумалла юлашкинчен. Залра лараканăн ĕçĕ нумай спектакль курнă чухне. Концертсенче вара юрăри сăмахĕсене ăнланмасăр юлсан та, кĕвви чуна кĕрсе хавхалантаратех.
Уява халăх театрĕн режиссерĕ В.Ашмарина уçрĕ. Вăл пухăннисене театр историйĕ пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, артистсемпе пĕрле пулма кăмăл тунисене саламларĕ, кану каçĕн программипе паллаштарчĕ.
Малтан çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. А.Никитина журналистăн “Пĕчĕк хÿтĕлевçĕсем” тата “Шкул форми” интермедисене пысăк ăсталăхпа выляса пачĕç. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Марина Титова, Наташа Николаева, Дима Кузьмин, Павлик Степанов, Сергей Федоров, Диана Евграфова, Вова Николаев, Анжелика Петрова хăйсен ролĕсене ĕненмелле кăларчĕç. “Шанчăк” студине çÿрекенсене чылайччен алă çупса тав турĕç куракансем.
Ачасем хыççăн аслисем тухрĕç сцена çине. М. Удаловăн “Лекрĕ хайхи” водевильне суйласа илнĕ кăçал район центрĕн артисчĕсем. Ку постановкăра шÿчĕ те, мыскари те, драма та, тăрăхласа кулни те "сарказм", кулăшĕ те, кĕвви те пулчĕ. О.Ашмарин (Янкамасов). С.Дмитриев (Сахрун), И.Николаева (Кулине аппа), Г.Ефимов (милиционер) вылярĕç сцена çинче. Олег Семенович тахçантанпах тухать халăх умне. Вăл çамрăка, вĕçкĕн çынна, ваттине тата ытти сăнарсене аван калăплать, сценăна туйма пĕлет, алă-ура, пит-куç хусканăвĕсене тĕрĕс тăвать, юрлать те. “Сцена çине тухма чун ыйтать”, – тет С.Дмитриев таксист. И.Николаева техслужащи пĕрремĕш хут тухрĕ сцена çине. Апла пулин те хăйне шанса панă роле аван вылярĕ. “Çулсем иртнĕ май унран чăн-чăн артист пуласса шанма пулать”, – терĕç куракансем. Вĕренĕн вĕçĕ пулать, тесе ахальтен каламан. Çуртне темиçе çынна та сутнă Янкамасов йĕркелĕх хуралçисен аллине çакланатех. Ултав çиеле тухать юлашкинчен.
Уявăн виççĕмĕш пайĕнче М.Давыдован “Хĕвелпе çулла” вырăсла юмахĕпе те хаваспа паллашрĕç район центрĕнче пурăнакансем. Унта çÿлерех асăннă çамрăк артистсем тата Екатерина Чечулинапа Денис Смирнов вĕренекенсем вылярĕç. Ачасемпе пĕрле аслисем те юмах тĕнчине çитсе килчĕç ĕнтĕ, ырă-ырă туйăм çуратрĕ шкула çÿрекенсем çавнашкал пултаруллă пулни.
Валентина Ефимовна Ашмарина харăсах икĕ-виçĕ ушкăнпа ĕç-леме пултарнине палăртса хăвармалла. Режиссер кашни артист чунĕ патне çул тупма пĕлет, хăшĕ мĕнлерех роль выляма пултарнине те сăнать. Ăнăçу сунатпăр ăна çăмăл мар ĕçĕнче.
Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорĕ Н.Иванова юлашкинчен артистсене пултаруллă пулнăшăн тав турĕ, Дипломсем парса хавхалантарчĕ.
В.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"