03 апреля 2009 г.
Çамрăксем канашлаççĕ (Культура)
Ялсен поселенийĕсенчи ĕçлекен çамрăксен совечĕсен председателĕсен практика семинарĕ иртрĕ. Малтанах пухăннисем Сăхăтпуçĕнчи тĕслĕх библиотекинче пулса, унта çамрăксен культурăлла канăвне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕç. Вулавăш заведующийĕ Наталия Александрова – Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ. Иртнĕ çул Емельяновсен çемйи “Кĕнекепе – çĕнĕ çула” республикăри фестивале хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Çакăнта культура ĕçченĕсен тÿпи те пĕчĕк мар, паллах.
Семинарăн тепĕр пайĕ Тушкилте иртрĕ. Кунти ял поселенийĕнчи çамрăксен совечĕн председателĕ Ирина Филиппова яш-кĕрĕм спорт ăмăртăвĕсенче, уяв-конкурссенче активлăх кăтартнине асăнчĕ. Малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕ, çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă проблемăсене те асăнчĕ.
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалист-эксперчĕ Наталья Чайкина çамрăксене общество пурнăçне активлăрах явăçтармалли çинчен каларĕ. Çавăн пекех вăл ĕçпе тивĕçтересси, çамрăк çемьесен социаллă пурнăçĕпе экономика гарантийĕсем, “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” подгруппăри улшăнусем пирки чарăнса тăчĕ.
Пухăннисем 2009 çулхи II кварталăн ĕç планне сÿтсе яврĕç. “Диагностика тата консультаци центрĕ” муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Валентина Белова семинара хутшăннисемпе тĕрлĕрен психогимнастика упражненийĕсемпе тренингсем ирттерни ĕç ăнăçлăхĕпе активлăхĕ çине витĕм кÿчĕ.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"