АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшт ăнăçсăрлăх та ура хучĕ (Спорт)

09 декабря 2008 г.

 
Районăн çамрăк шахматисчĕсем республика финалне çитни çинчен “Ял ĕçченĕ” пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере финалта 6 команда вылянă. Нихăшĕ те çĕнĕшупашкарсемпе танлашма пултарайман, вĕсем 10 очко пухнă. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене хĕрлĕчутайсемпе (6 очко) Шупашкар хулин Калинински районĕн командисем йышăннă. Тăвайсем вара, юлашки икĕ командине те 2:1 тата 3:0 шутсемпе парăнтарнă пулин те, 4 очко пухса 4-мĕш вырăна юлнă. Паллах, çакă та пысăк çитĕнÿ. Пирвайхи 4 вырăн йышăннă командăна çитес çул зонăри ăмăртусене хутшăнмасăрах финала кĕртеççĕ. Район чысне Максим Сергеевпа Иван Николаев (Тушкил шкулĕ) тата Полина Михайлова (Улянкă) хÿтĕленĕ. Ачасене ăмăртусене А.Шишов хатĕрленĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика