09 декабря 2008 г.
Çăлпуçĕнче пурăнакан Любовь Николаевна Николаева "Серова" паян шăпах 55 çул тултарать. Вăй питти çулĕсене хăйсен ялĕнчи фермăра дояркăра ĕçлесе ирттерчĕ вăл. Çамрăклах пуçланă ĕнесем пăхма. Çак ĕçе ытларах амăшĕнчен хăнăхнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн вара, ферма заведующийĕ ыйтнипе, хăй те ĕнесен ушкăнне йышăннă. Яланах чуна парса ĕçленĕ, пысăк кăтартусем тунă. Чылай çул хушши, лайăхах астăватăп-ха, Тенеялĕнчи Таисия Сичуркина дояркăпа та ăмăртса ĕçлерĕ, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, опычĕпе паллашсах тăчĕç вĕсем ун чухне. Çакă тата тăрăшарах пулма, ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатса пыма хавхалантарнă, вăй-хăват панă вĕсене. Унăн наградисем те çавăн çинченех калаççĕ.
Любовь Николаевна, паллах, халĕ те ĕçсĕр лармасть: мăнукĕсене пăхать (унăн икĕ хĕр, иккĕшĕ те çемьеллĕ, вĕсен ачисем пур), выльăх-чĕрлĕх усрать, çĕрулми, пахчаçимĕç туса илет килтисемпе пĕрле.
Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Ырлăх-сывлăх та телей пултăр яланах пурнăçра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"