АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ (Общество)

09 декабря 2008 г.

Çур ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ (Общество)

 
Ылтăн туй. Мăшăрланнă хыççăн аллă çул иртсен паллă тăваççĕ ăна. Нумаях пулмасть районти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи З.Гавриловапа Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Королева Вăрманхĕрринчи Табаковсене çур ĕмĕр пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, туслă пурăннă ятпа саламланă, вăрăм ĕмĕр суннă, парнепе савăнтарнă.
Клавдия Васильевна “Красное Сормово” колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, 75 çулта вăл халь. Герман Николаевич водитель пулнă, сакăрвунă çулалла çывхарать.
Максим мăнукĕ пурăнать вĕсемпе, ватăсене вăйĕ çитнĕ таран пулăшать, Тăвайри вăтам шкула пĕлÿ илме çÿрет.
Табаковсен Глафира, Надя, Люба ятлă хĕрĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ, çемьеленнĕ. Саша – Воронежра, коммунальнăй хуçалăха ертсе пырать. Тепĕр ывăлĕн, Юрийĕн, çемйи ашшĕпе амăшĕшĕнчен аякка кайман, тĕп килтен уйрăлса тухнă, ялтах йăва çавăрнă, аслисемпе туслă çыхăну тытать. Çичĕ мăнук Клавдия Васильевнапа Герман Николаевичăн. Вăрманхĕрринчи Табаковсене çавăн пекех ачисем, кÿршисем, ялйыш, ытти тăванĕсем ылтăн туйпа саламланă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи З.Гаврилова Вăрманхĕрринчи Табаковсене ылтăн туйпа саламлать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика