09 декабря 2008 г.
Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче И.Вдовина юрăçа халалланă регионсем хушшинчи конкурс иртнĕ нумаях пулмасть. Унта Пушкăртри, Мурманскри, Тутарстанри тата ытти çĕрти юрăçсем хутшăннă.
Пирĕн районтан асăннă мероприятие Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн ĕçченĕ З.Васильевапа В.Степанов купăсçă (Тăвай) кайнă. Зоя Ивановна И.Вдовина репертуарĕнчи – “Сукна тăхăнмасан” тата хăйĕн “Килтĕм хăнана” ятлă юрăсем шăрантарнă. Диплом, хаклă парне, чечек çыххи парса хавхалантарнă пирĕн ялăн юрăçине.
Енĕш Нăрвашри культура ĕçченĕсем ахаль лармаççĕ çапла. Аннесен кунне аван паллă турĕç, КВН-а, “Выля, хуткупăс” конкурса, А.Никитина журналистăн пьеси тăрăх “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” ятлă спектакль лартма хатĕрленеççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"