АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча студийĕн малтанхи çитĕнĕвĕсем (Культура, образование)

09 декабря 2008 г.

Ача-пăча студийĕн малтанхи çитĕнĕвĕсем (Культура, образование)

 Тăвайри культурпа кану центрĕнчи халăх театрĕ çумĕнче 2006 çултанпа “Шанчăк” ятлă ача-пăча студийĕ ĕçлет. Унта Тăвайри вăтам шкулта 5–6 классенче вĕренекенсем хаваспах çÿреççĕ. Репетицисем эрнере икĕ хутчен пулаççĕ. Артист пултарулăхне аталантармалли занятисене ушкăнпа та, уйрăмшарăн та ирттерме тăрăшатпăр. Сцена çинче уççăн, çын ăнланмалла калаçма хăнăхатпăр. Çамрăк артистсем умĕнче спектакль вăхăтĕнче икĕ тĕллев тăрать: тĕп сăнар сăнлăхне кĕрсе унăн шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене куракан патне çитересси; шанса панă персонаж мĕнле туйнине, тытканланине тĕрĕс выляса кăтартасси. Асăннă задачăсене вĕренекенсем аван пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Студине çÿрекенсем пĕрле вĕренекенсем, ялсенче пурăнакансем умĕнче лайăх выляççĕ, республикăра иртекен мероприятисене хутшăнма тивĕçлĕ пулаççĕ. Канаш хулинче йĕркеленĕ “Эпир пысăк талантсем” ятлă ача-пăчапа çамрăксен театрĕсен пултарулăхĕн фестивалĕнчен лайăх кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç тăвайсем. “Юмах çăлкуçĕ” конкурсра та (Вăрмар) вĕсен выляс пултарулăхĕ пирки ырăпа асăнчĕç.
Пирĕн студин репертуарĕнче И.Я.Яковлев, С.Я.Маршак паллă çыравçăсен тата ытти авторсен хайлавĕсем пур. “Шанчăка” çÿрекенсем районти концертсемпе конкурссене, куравсене, тĕлпулу каçĕсене, çавнашкал илĕртÿллĕ ытти программăсене те хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем – Тăвай енри ача сачĕсен кĕтнĕ хăнисем. “Çĕнĕ ĕмĕрти çарăк”, “12 уйăх”, “Мурзилка пулăшма васкать”, “Иванпа Мария çинчен юмах” ятлисене кăтартнă çамрăк артистсем. Д.Смирнов, М.Титова, С.Федоров, А.Петрова, П.Сергеев, В.Николаев, Д.Кузьмин, Д.Евграфова, Н.Николаева, Е.Чечулина, Е.Кустюкова тата ытти вĕренекенсем рольсене лайăх выляççĕ, тесен те йăнăш мар.
“Кĕркунне тĕсĕсем” ярмăрккара, çĕршыва хÿтĕлекенсен, ваттисен, аннесен, инвалидсен кунĕсене халалланă уявсенче ача-пăча студийĕнчисем те хăйсен пултарулăхĕпе чылай савăнăç кÿчĕç куракансене. Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнче шанчăкçăсем тĕрлĕ юмахсем, “Вовочка ячĕпе” тата «Ял ĕçченĕ» хаçат сотрудникĕн А.Суханăн “Пĕчĕк хÿтĕлевçĕсем” интермедисене кăтартнă.
Çĕнĕ çул çывхарнă май ĕмĕтсем пысăк пирĕн, районти пĕчĕк куракансене “Çĕнĕ ĕмĕрти йăва” тата “Шкул форми” (А.Сухан) постановкăсемпе паллаштарасси.
Ачасемпе ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Чи малтанах вĕсем хăйсене паян мĕнле туйнине сăнамалла. Кашниех мĕнле роле выляма пултарнине пĕлмелле. Юнтарнине вăхăтра пĕтерсе хавхалантарса ямалла. Постановкăсенчи декорацисемпе сăнарсен костюмĕсене те вылякансемпе куракансене килĕшмелле çĕлемелле. Кÿршĕ ялсемпе районсене кайма е республикăри фестивальсене хутшăнма транспорт тупас йывăрлăх та тухса тăрать хăш-пĕр чухне. Анчах та эпир пуçа усмастпăр. Умри чăрмавсене çĕнтерсе çитĕнÿсем патнелле утатпăр. Тăвай ен пултаруллă артистсемпе пуян. Тен, малашне “Шанчăк” ача-пăча студине çÿрекенсем хушшинче те çак çăмăл мар профессине суйласа илекенсем тупăнĕç. Артистсен йышĕ нумайлансах пытăрччĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Шанчăк” студине çÿрекенсен пĕр ушкăнĕ культура çурчĕн ĕçченĕпе В.Ашмаринапа.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика