05 декабря 2008 г.
Районти “Ял ĕçченĕ” хаçата çыхăну уйрăмĕсенче тата редакцие кĕрсе илмелле çырăнса илме пулать. Çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли унăн хакĕ 172 тенкĕ те 80 пуспа, альтернативлă майпа çырăнсан 90 тенкĕпе танлашать. Халĕ 130 çемье ытла пирĕн пата килсе илмелле çырăннă. Нумайăшĕ вара çак мелпе çырăнтару йĕркеленĕренпех пирĕнпе туслă çыхăнура. Хаçата та çырса тăраççĕ хăшĕсем.
Тăвайри М.Никоновапа З.Григорьева пенсионеркăсем район хаçачĕн çĕнĕ номерне чи малтан вулакансем, тесен пĕрре те йăнăш пулмĕ. Хаçат тухнă кун пуринчен малтан çитеççĕ вĕсем редакцине.
“Район хаçатне вуламасан тем çитмест пекех туйăнать. Хамăр паллакансем çинчен çырнине савăнса вулатпăр. Калавсемпе кулăшла япаласене кăмăллатпăр. Район кун-çулĕпе, унăн çыннисемпе кăсăкланатпăр. Хамăр тăрăх пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан хаçат кашни килтех пулмалла”,– теççĕ Зоя Кузьминичнапа Мария Ефимовна. Çавна май хăйсен юратнă хаçатне вулакансем хушшинче саракан пуçаруçăсем тесе те калаççĕ вĕсем пирки хаçатра ĕçлекенсем. Мĕншĕн тесен хăйсем çырăннипе çеç çырлахмаççĕ, кÿршисене, юнашар çуртри пĕлĕшĕсене “Ял ĕçченĕпе” туслаштараççĕ. Иккĕшĕ те “СХТ” территорийĕнче пурăнаççĕ, З.Григорьева çав предприятире 50 çул, М.Никонова 35 çул ĕçлесе пенсие тухнă.
М.Никонова 10, З.Григорьева 4 çемьене çитерет район хаçатне. “Çитес çул валли тепĕр икĕ çемье кăмăл турĕ ăна редакцие килсе илмелле çырăнма, çула май хамăрах çитеретпĕр вĕсем патне”,– теççĕ кăмăллăн.
Хаçат тусĕсене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр хамăр енчен, ырă ĕçĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: М.Никоновапа З.Григорьева “Ял ĕçченĕ” хаçатăн çĕнĕ номерĕпе паллашаççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"