05 декабря 2008 г.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче райадминистраци çуртĕнче Тăвай районĕнчи çамрăксен форумĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсенчен, предприятисемпе организацисенче ĕçлекен çамрăксем пухăнчĕç. Яш-кĕрĕме район пуçлăхĕ Н.Иванов район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашлăх мĕнле пуласси паянхи çамрăксен хастарлăхĕнчен нумай килнине палăртрĕ.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров 2008 çулта çамрăксемпе ĕçлесси районта мĕнле пулса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Каччăсемпе хĕрсем уйрăмах спорт ăмăртăвĕсенче хастар пулнине асăнчĕ.
Çамрăксене çурт-йĕр çавăрас енĕпе патшалăх мĕнле çăмăллăхсем пани çинчен форумра райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Г. Иванов каласа кăтартрĕ. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси, хальхи яш-кĕрĕмĕн ватлăхра пенси мĕнле пуласси, ача амăшĕн капиталĕпе мĕнле усă курмалли, социаллă хÿтлĕх пайĕ çамрăксемпе мĕнле ĕçлени çинчен те сăмах пычĕ тĕлпулура.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Т.Шашкова “Тăвай районĕн çамрăкĕсем: 2006–2010 ç.ç.” тĕллевлĕ программа 2008 çулта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине пĕтĕмлетрĕ.
Николай Ильич ĕçре тата общество пурнăçĕнче хастар пулнă çамрăксене район пуçлăхĕн премине парса хавхалантарчĕ. Ăна илме тивĕçлисем улттăн пулчĕç: “Акконд-агро фирма” УАО водителĕ М.Беляев, экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн информатизаци секторĕн специалисчĕ Д.Павлов, Тăвайри культура программисен дирекцийĕн методисчĕ О.Сидорова, Йăнтăрчăри вăтам шкулта ют чĕлхе вĕрентекен Н.Степанова, “Тăвай çăкăрĕ” обществăн çăкăр пĕçерекенĕ О.Федорова, “Грачев” фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен Л.Шуйкова. Н.Степанована, О.Федорована, Л.Шуйкована çавăн пекех Тăвай районĕн Хисеп грамотине парса чысланă.
Форума хутшăннисене искусство шкулĕнче вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарнă.
Сăн ÿкерчĕкре: 2008 çулта район пуçлăхĕн премине илме тивĕçнĕ çамрăксен ушкăнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"