11 ноября 2008 г.
Кăçал Эльпуçĕнчен Энĕшпуç станцине çитерекен хытă сийлĕ çула туса пĕтерсе хута янăшăн эпир республика ертÿçисене, район пуçлăхне Н.Иванова, В.Васильев ертсе пыракан “Дорстрой” общество коллективне чĕререн тав тăватпăр.
Эпĕ вара çак пысăк ĕçĕн пуçламăшĕнче камсем пулнине аса илесшĕн.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Энĕшпуç станцинче Канашри лакпа краска завочĕн филиалĕ ăнăçлă ĕçлесе пыратчĕ. Кунта чукун çул промышленноçĕ валли паха краска кăларнă, вăл çĕршыв пурнăçĕнче те палăрса тăнă. Заводăн ун чухнехи директорĕ Александр Елисеев Энĕшпуçне пыракан çула пысăк пĕлтерĕш паратчĕ, ăна тутарма вăл нумай тăрăшрĕ. Çулăн проектне пирĕн ентеш, вăл вăхăтра Шупашкарта ĕçлекен Петр Рунгш тутарнă. Анчах та Энĕшпуç станцийĕ патĕнче çĕр ĕçĕсене пурнăçланă, вăрман витĕр тухакан çула чул сарнă хыççăн темшĕн çул тăвасси чарăнса ларнă. Александр Дмитриевич Елисеев хистенипе эпир Георгий Александровпа (вăл ман хыççăн заводра ĕçлерĕ) Тăвайри “Сельхозхими” директорĕпе Вячеслав Гладковпа тĕл пултăмăр. Ун хыççăн Александр Дмитриевичпа Вячеслав Алексеевич малаллахи ĕçсене пурнăçламалли çинчен калаçса татăлчĕç.
Пĕр сезон вăхăтĕнче Владимир Александровпа (ДТ-75) Валентин Чернигин (Т-130) трактористсем 3900 м тăршшĕ çĕре тĕртсе купаласа çул никĕсне хатĕрлерĕç. Лакокраска филиалĕ ĕçленĕшĕн ытларах пайне краска парса татăлса пынă.
Пурнăç кустăрми урăхларах кусма пуçласан çак çул манăçа тухрĕ. Чылай вăхăт хушши выртнă хыççăн çул никĕсĕ чухах пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче хăпартса майланă çул никĕсĕ ĕçсене хăвăрт та пахалăхлă пурнăçлама май пачĕ. Хытса çитнĕ çĕр çине асфальтлă çул сарма майлă пулчĕ.
Çапла вара çÿлерех аса илнĕ çынсем те çак çула тума тÿпе хывнăшăн тав сăмахне тивĕçлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"