28 октября 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕн эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх 1,2 миллиард çын пирус туртмасăр пурăнаймасть. Кашни çулах тĕнчере 4 миллион çын чĕлĕм туртнине пула вилни никама та шиклентермест пулас.
Малтанхи çулсенче пирус туртни сиен кÿмест пек туйăнать. Каярахпа вара “кăвак çĕлен” хăйĕн тискер ĕçне туни палăрма пуçлать. Пирус туртни ытларах нерв системине витĕм кÿрет. Туртакансем часах ывăнаççĕ, вĕсен пуçĕ ыратма пуçлать, çаврăнать. Апат-çимĕç тутине туясси япăхланать. Куçсен кураслăхĕ, хăлхасен илтеслĕхĕ начарланать. Пирус наркăмăшĕн витĕмĕ, çулсем иртнĕ май, сывлав органĕсем патне те çитет. Ÿпкесем рак чирĕпе те аптăрама пултараççĕ.
Артери гипертонийĕ, атеросклероз, миокард инфаркчĕ тата чĕрен ишеми чирĕ пĕрмай пирус туртнипе пулать. Çăвар ăш-чикки, карланкă, типĕ тата апат пырĕсен, вар-хырăм, вуник пумăклă пыршăн усал шыççисенчен ытларах вилеççĕ туртакансем. Эмалĕ çуркаланнипе шăлĕ ыратнипе те тăтăшах аптăраççĕ вĕсем.
Енчен те эсир туртатăр-тăк, çак сывлăхшăн начар йăлана вăраха ямасăр пăрахăр. Сывă пурнăç йĕрки сире кашни кун савăнтартăр. Организма сиенленине пĕлсех пируса хăвăртан ан култарăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"