28 октября 2008 г.
Çак уйăхра Ярославльте Пĕтĕм Раççейри ачасен пултарулăхĕн VIII фестивалĕ иртрĕ. “Ачалăх адресĕ – Раççей” ятпа иртнĕ фестивале пирĕн районтан Тăвайри вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче тата Ачасен искусство шкулĕнче 4-мĕш çул вĕренекен Катя Арапова хутшăнчĕ. Ачасен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă пултарулăх коллективĕсем икĕ ушкăна пайланса – пĕрисем Атăл тăрăх теплоходпа çула тухрĕç, теприсем хулара творчество лабораторийĕнче юлса – хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Катя иккĕмĕш ушкăнра пулчĕ. Вырăс хĕрĕ (Катьăн ашшĕ Дмитрий Геннадьевичпа кукамăшĕ иккĕшĕ те вырăссем, çавна май амăшĕ те вырăсла калаçса ÿснĕ) районти уявсенче вырăсла та, чăвашла та çав тери таса юрланине пирĕнтен нумайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Чăннипех пултаруллă. Ярославльте те çамрăк юрăçсен пĕчĕк-çеç финалĕнче “Шурă Шупашкарăм”, “Ой, чăн та мар-и çав”, “Кукаçипе куками” чăвашла шăрантарса пачĕ Катя. Жюри членĕсем пĕр шухăшлăн унăн пултарулăхĕнче тăван тăрăхсене юратни тĕп вырăнта тăнине палăртрĕç (фестивальре кашни участник пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн кĕске пĕтĕмлетÿ, хăйне евĕр паллашу карточки турĕç).
Ачасене пушă вăхăтра хулапа паллаштарчĕç, музейсене илсе çÿрерĕç. Пултарулăх концерчĕпе авалхи Аслă Ростов хулинче, унти Кремльте пулни асра юлчĕ. Кеккин ячĕллĕ гимнази çумĕнчи искусствăсен шкулĕнче Катя “Барыня” тата “В огороде баня” вырăс халăх юррисене юрларĕ. Питĕ лайăх йышăнчĕç çамрăк куракансем (ачасен пултарулăх çуртĕнче иртрĕ Концерт). Гимназхи хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Тепĕр концертне Семибратово поселокĕнче кăтартнă. Унта та ăнăçу. Концертсене ансамбльсем, оркестрсем хутшăнчĕç, ушкăнра Катьăсăр пуçне тепĕр солистка (Пушкăртстанран) кăначчĕ.
Катя пултарулăхĕ, фестиваль ăнăçлăхĕ пирки эпĕ пĕрре те иккĕленмен. Чăннипех, пултаруллă хĕрача. Сасси таса та çепĕç, янăравлă, халăх юррисене юрлакансене аса илтерет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та йăлт “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
Çак фестиваль хĕрача асĕнче нумайлăха юлĕ. Вăл унта çĕнĕ тантăшсем тупрĕ. Уйрăмах Тверьтен пынă Аня тата Света Якименко йĕкрешсемпе çывăх туслашрĕ. Йĕкрешсем “Отражение” дуэтра юрлаççĕ. Дискотекăра Катя София Ротару репертуарĕнчи “Хуторянка” юрра питĕ селĕм юрласа пачĕ. Юлашкинчен пулнă гала-концертра вара “Ой, чăн та мар-и çав” юрра чăвашла пурнăçларĕ.
Катя Арапова Ярославльтен фестиваль дипломанчĕ пулса таврăнчĕ. Ăна çавăн пекех хаклă парне парса чысларĕç.
Катьăпа пĕрле манăн та пултарулăх лабораторийĕн ĕçне хутшăнмалла пулчĕ. Пирĕнпе, преподавательсемпе, вĕрентÿ методики, вĕрентес пултарулăха ÿстерес енĕпе занятисем ирттерчĕç, лекцисем вуларĕç. Çавăнпа та Ярославле кайса килни Катьăна кăна мар, мана та пысăк усă парасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
Сăн ÿкерчĕкре: Катя Арапова Тверьтен пынă Якименкосемпе тата Аслă Новгород çывăхĕнчен пынă тантăшĕсемпе.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"