АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă алăксен кунĕ пулчĕ (Социальная сфера)

24 октября 2008 г.

Уçă алăксен кунĕ пулчĕ (Социальная сфера)

“Пенси валли укçа мĕнле пухмалла;“ ятлă информаци марафонĕ пырать халь республикăра. Асăннă мероприятин тĕллевĕ – халăхăн пенси валли укçа хывмалли прависем тата ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕнчи страхланă хушма тÿлевсемшĕн патшалăх хавхалантарни пирки тĕплĕнрех ăнлантарасси.
Çавна май пирĕн районти пенси управленийĕнче иртнĕ тунтикун уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Район администрацийĕн çуртĕнчи виççĕмĕш хутри пенсипе ĕçлекен пÿлĕмсене ирех çынсем кĕрсе тухма пуçларĕç. Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлева кашнин ыйтăвĕ çине тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. “Пулас пенсийĕ валли хăй ирĕкĕпе укçа-тенкĕ хывакансене патшалăх хавхалантарни пирки калакан Федераллă Закон вăя кĕчĕ кăçал юпа уйăхĕнче. Ĕç пенсийĕ базăллă, страхланă тата пухăнса пыракан пайсенчен тăрать.
Хăй ирĕкĕпе пулас пенсийĕ валли взнос хывса пыракансене хавхалантарас тĕллевпе патшалăх та укçа-тенкĕ хушса парать. Калăпăр, эсир ĕç пенсийĕ пухăнса пыракан пайне (накопительнăй) çулталăкра 12 пин тенкĕ хыврăр пулсан, патшалăх тепĕр çулне 12 пин тенкĕ хушать. Çак йĕркене 10 çуллăха йышăннă. Пенси валли хăйĕн ирĕкĕпе укçа-тенкĕ хывма килĕшни пирки çынсен заявлени çырмалла. Çакна вĕсем ĕç вырăнĕнче е пенси фончĕн районти уйрăмне килсе тума пултараççĕ. Банк урлă та укçа хывма май пур. Заявленисене вара 2013 çулчченех йышăнатпăр”, – тет Лилия Вениаминовна.
“Кирек мĕнле сумма та хывма юрать-и; Енчен те пенси иличчен пурăнаймастăп пулсан, эпĕ хывнă укçа-тенкĕпе мĕн пулать;“ – çавнашкал тата ытти ыйтусем те параççĕ уçă алăксен кунне хутшăнакансем.
–Çулталăкра пурĕ 2 пинрен пĕчĕк мар сумма хывма юрать, ку вăл кашни уйăхра 165 тенкĕрен кая мар пулать. Патшалăх тепĕр 2 пин тенкĕ хушса парать вара. Взнос хываканăн пурнăçĕ ăнсăртран татăлсан, пухăннă укçине мăшăрне е ачисене параççĕ, – тесе ăнлантарать пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ Л.Иванова.
Любовь Флоровна çав кун чылай çынпа тĕл пулса калаçнă, асăннă закон пирки ăнлантарнă. Хăшпĕрисем анкета çырма кăмăл тунă, теприсем асăннă законпа килĕшсе заявлени те парса хăварнă, виççĕмĕшсем çĕнĕлĕх пирки шухăшлама сăмах панă. Кунта никама та ирĕксĕрлемеççĕ. Пенсине пысăкрах суммăлăх тăвас тесен, çыннăн хăйĕн укçа-тенкĕ хывса тăмалли май туса панă халь. Уçă алăксен кунĕ икĕ еншĕн те усăллă иртнĕ. Асăннă çĕнĕлĕх пирки районта пурăнакансем 2-13-96 номерпе шăнкăравласа е пенси фончĕн районти уйрăмне кайса лайăхрах пĕлме пултараççĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлевапа пай начальникĕ Л.Иванова клиентсемпе калаçаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика