АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсăрлăх пурне те тарăхтарать (Общество)

12 сентября 2008 г.

Кĕрĕн-çурăн икĕ Пуянкасси хушшинчи çулсăрлăхпа мĕн чухлĕ çын тертленмест пуль. Уйрăмах Кивĕ Пуянкассинче пурăнакансем. Ирсерен ачасене садике леçмелле, шкул ачисен – пĕрремĕш класран пуçласа икĕ ял хушшинчи пылчăка ашмалла. Инвалидсемпе ватăсен кашни хут таткишĕн ял поселенине тăкăштатмалла. Культура çурчĕ те, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ те унтах вырнаçнă. Çавăнпа та икĕ ял хушшинчи çула питĕ йĕркене кĕртесчĕ. Асфальтне сарма вăй çитереймесен, вырăнтах тăмлăрах чул пур. Ăна тăкса катокпа лайăх пусăрăнтарсан, çиелтен кăштах вырăнти хăйăра сапсан та çула йĕркене кĕртме пулать. Ытах çулне тума май килмесен çул хĕррипе çав материалсемпех машина-трактор паркĕнче те пулин тротуар тума пулать. Пире икĕ ял хушшинчи çула туса парас ыйтура Павел Семенов депутат та пулăшма пулнăччĕ. Вырăнти влаçсем унпа çыхăнма пултараççĕ. Çул ыйтăвне çулран çул хăварса пырас марччĕ. Вăл татса пама тивĕçлĕ, кулленхи пурнăç ыйтăвĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика