12 сентября 2008 г.
Çулталăкăн виççĕмĕш кварталĕ вĕçленсе пырать. Шăп çак вăхăтра çитес çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ĕç пуçланать. Ялсенче пурăнакансем хальхи вăхăтра пахча ĕçĕсене вĕçлессишĕн тимленĕ май пичет изданийĕсем пирки шутласах каймаççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа эпир вĕсене аса илтерме шутларăмăр. Паян тумалли ĕçе ырана хăварар мар. Пушă вăхăтпа усă курса “чун апачĕллĕ” пулма васкăр.
Тăрмăшсемпе енĕшнăрвашсем, ак, ку енĕпе кашни çур çултах начар мар тĕслĕх кăтартаççĕ.
Енĕш Нăрваш ялĕнчи çыхăну уйрăмне И.Михайлова ертсе пырать. “Т.Николаева, Г.Спиридонова, Г.Федорова почтальонкăсем çырăнтару ĕçĕнче активлăх кăтартаççĕ, “Ял ĕçченĕ” хаçата кашни çур çултах ытларах çемьене çитерессишĕн тăрăшаççĕ”, – пĕлтерет Ирина Анатольевна.
“Тăрмăшри Л.Поликарпова, Н.Герасимова, С. Егорова, А.Бикинина почтальонкăсем чи малтан “Ял ĕçченĕ” хаçата çырăнтарма пуçларĕç. Районта тухакан кăларăма сарас енĕпе хальхинче те лайăх ĕçлесшĕн-ха”, – хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Е.Андреева та.
Апла пăр тапраннă, теме пулать. Çырăнтару ĕçĕ ăнăçлă вĕçлентĕр ĕнтĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"