АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсемех юсаса çĕнетеççĕ (Культура, строительство)

12 сентября 2008 г.

Ялти культура çуртне хута янăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ темелле. Çавăнтанпа ял çыннисен мĕн чухлĕ ыйтăвне тивĕçтермен-ши вăл; Пухусем, тĕрлĕ мероприятисем, кинофильмсем, концертсем, спектакльсем, конференцисем унта пулса иртеççĕ, кĕнеке илсе вулама, компьютерпа тĕнчене тухма унта çÿреççĕ, кружоксем ĕçлеççĕ. Кунтах теннис пÿлĕмĕ те тунă. Кĕрешме вĕренес текенсем валли те уйрăм кĕтес тăвас шухăшлă культура çуртĕнче ĕçлекенсем. Ял çыннисем, çамрăксем тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссене, савăнăçлă каçсене, дискотекăсене хутшăнаççĕ. Кĕскен каласан, культура çурчĕ çынсăр тăмасть.
Халĕ ăна май килнĕ таран юсаса çĕнетеççĕ. Культура ĕçченĕсем – директортан пуçласа техслужащисем таран – хăйсем юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Укçи-тенкине ял поселенийĕн бюджетĕнчен те май килнĕ таран уйăрса паратпăр, тÿлевлĕ услугăсемпе пухăнакан укçа-тенкĕпе те усă кураççĕ. Çапла вара хăйсемех культура çурчĕн тăррине шыв каякан вырăна сăмалапа рубероид сарса тухрĕç, хăйсемех стенасене тÿрлетеççĕ, кинозала лайăхлатнă, тамбура çĕнетнĕ. Фойе валли керамика, гранит плиткăсем туяннă, вĕсене вырнаçтармалла тата ытти те. Ĕçлекенсемшĕн ĕç пур. Ÿркенсе тăмаççĕ. Культура çурчĕ çынсен кăмăлне кайтăр, унта ял çыннисем, çамрăксем массăллăн, ытларах та ытларах пырса çÿреччĕр, хăйсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пултарччăр тесе ăнтăлаççĕ.
Ялти вăтам шкулти спортзала та лайăхлатнă. Вăл çÿллĕ, ирĕк. Унта та ял çамрăкĕсене çÿреме чармаççĕ.
Çав вăхăтрах “Тăвайри кооператив” потребобществăн пирĕн ялти барĕ акă каçхине те ĕçлет, унта ытларах çамрăксем пырса çÿреççĕ. Пирĕн сывă пурнăç йĕркине мала хума тăрăшасчĕ ялан. Çамрăксем эрех-сăра патне мар, ырри патне туртăнччăр. Пĕрлехи ĕçре çакна пирĕн пурин те тĕпе хурсан аван пулмалла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика