12 сентября 2008 г.
Иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенчине чылай çитмест пулсан та, анчах хальхи вăхăтра та “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕ районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан сахал мар выльăх-чĕрлĕх усрать. Ĕнесен йышĕ, сăмахран, районта чи пысăккисенчен пĕри. Кăçалхи сакăр уйăхра пурĕ 616 тонна ытла сĕт туса илнĕ. Ĕнесен вăтам продуктивлăхĕ 2656 килогрампа танлашать. Çакă та районти вăтам кăтартуран чылай пысăкрах. Пĕр вăхăт сыснасен йышĕ питĕ чакса кайрĕ фермăра, апла пулин те хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасен кĕтĕвне пĕчĕклетсе пырас мар, йышне май килнĕ таран ÿстерес тесе палăртаççĕ.
Паллах, кирек мĕнле ĕçĕн ăнăçлăхне те кадрсем татса параççĕ. Вĕсем, чуна парса ĕçлекенсем, Енĕш Нăрвашра вуншарăн. Вĕсем пирки район хаçатĕнче пĕрре кăна мар çырса кăтартнă, вĕсен ăсталăхне, опытне вулакансем патне çитерме тăрăшнă. Хăшĕ-пĕрисем хуçалăх производствинче икшерĕн е виçшерĕн те ĕçлеççĕ пĕр килтен. Акă, тĕслĕхрен, ĕçчен мăшăр Таисия Николаевнапа Николай Владимирович Федоровсем çемйипех нумайранпа хуçалăхра тăрăшаççĕ. Таисия Николаевна – сысна ферми заведующийĕ, упăшки – водитель. Паянхи кун фермăра 456 пуç тĕрлĕ ÿсĕмри сысна усраççĕ. Амисем çăвăрлаççĕ, çурисем паркаланаççĕ. Хăй ветеринар та пулнă май, Таисия Николаевна вĕсен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесех тăрать. Чи малтанах, паллах, сыснасене тивĕçлĕ тăрантарма тимлеççĕ.
Альбина Анатольевнапа Олег Лукич Григорьевсем те иккĕшĕ те хуçалăхра. Альбина Анатольевна – чи хастар дояркăсенчен пĕри, вăл хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен сĕт çуллен нумай суса илет. Вăхăт тупса, хуçалăхри ытти хăш-пĕр ĕçсене те хутшăнма тăрăшать. Мăшăрĕ, Олег Лукич, тракторист, çĕр ĕçĕнче чылайранпа канăç курмасть. Кăçал акă рулонлă преспа утă-улăм нумай пресларĕ. Эпĕ халĕ икĕ çемьене кăна асăнтăм. Вĕсем пирĕн ялта татах та çук мар. Çавăн пек ĕçченсем хуçалăх тĕрекĕ пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Унашкаллисем ĕçе вăхăтра та тĕплĕ тунипе, унăн результатне хушса пыма тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. Кĕскен каласан, хастар çынсем вĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"