АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр уйăхри кăтартусем (Общество)

09 сентября 2008 г.

Пирĕн районта кăçал сакăр уйăхра пурĕ 126 ача (2007 çулта – 106) кун çути курнă. Вĕсенчен утмăл саккăрăшĕ – хĕр ача.
Високослă çул пулнипе мăшăрланасси начартарах пулса пырать. 64 туй пулнă хальлĕхе. Ку кăтарту, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 16 çемье сахалтарах çавăрнине çирĕплетет.
Мухтав, Турра. Çын вилесси чакса пырать. 2007 çулта çак вăхăт тĕлне 225 çын пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан, кăçал – 198.
Çемьесем арканасси ÿсни шухăшлаттарать, пĕлтĕрхинчен иккĕ ытларах, пурĕ 25 мăшăр уйрăлнă.
Сакăр хутчен ашшĕ кам пулнине палăртнă.
Ача çуратассипе Тăвай, Тĕмер, Тăрмăш ял поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем малта пыраççĕ. Çемье чăмăртассипе вара тăвайсене, тушкилсене, тĕмерсене палăртмалла. Çын вилесси Тушкил, Тĕмерпе Мучар тата Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕсенче нумайрах чакнă. Тĕмерсемпе пуянкассисем хушшинче кăçалхи сакăр уйăхра пĕр мăшăр та уйрăлман.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика