АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улянкăри пушар (Происшествия)

09 сентября 2008 г.

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен (12 сехет те 43 минутра) районти пушар чаçне Улянкă ялĕнче пушар тухни çинчен пĕлтернĕ. Пушара хирĕç кĕрешекенсем пĕр тăхтаса тăмасăр пушар чаçĕнчи чи пысăк машинăпа (Урал–375) çула тухнă. Вĕсем çитнĕ çĕре вут-çулăм хуралтăсене, çенĕк карнизне ярса илнĕ. Вут-çулăма сÿнтернĕ çĕрте ял-йыш, Тăвайри пушар чаçĕн 3 пушар машини тата пĕр машина Тенеялĕнчен пыни ĕçленĕ. Пушарта пурăнмалли пÿрт, хуралтăсем çунса кайнă. Çакна та каласа хăварар: енчен те Йăнтăрчăри пушар машини пушара пынă пулсан тата Тăвайри пушар чаçне те инкек пирки маларах пĕлтернĕ пулсан, çакăн пек пысăк тăкак пулман пулĕччĕ. Районти пушар чаçĕнчен ялсенчи пушар хуралĕсене те шăнкăравласа пулăшу ыйтнă, анчах та вĕсем вут-çулăма парăнтарма пырайман. Вут-çулăм вара кĕтмест.
Хальхи типĕ те шăрăх вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, пушар хуралĕсене тимлĕхе ÿстерме сĕнес килет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика