АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх йышне те, вĕсен продукцине те ÿстерсе пырар (Экономика, сельское хозяйство)

09 сентября 2008 г.

Пирĕн Тăвай районĕ – ял хуçалăхлă район. Унăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ те çавна май çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем мĕн чухлĕ тата мĕнле пахалăхпа туса илнинчен тÿрремĕнех килеççĕ. Çавăн пирки пычĕ пирĕн калаçу райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн начальникĕпе Владимир Алексеевич ВАНЕРКЕПЕ.
 
Корр.: Апла пулин те, Владимир Алексеевич, районти фермăсенче выльăхсен йышĕ питĕ чакса кайрĕ. Уйрăмах сыснасен кĕтĕвĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен çурри катăлчĕ темелле. Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче вăл пушшех те нумай чакнă. Ĕне выльăх йышĕ те пысăках мар.
В.ВАНЕРКЕ: Ÿпкевсем тĕрĕсех. Пирĕн районшăн тырă-пулă, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумайрах туса илни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку вăл апат-çимĕçрен ытлă-çитлĕ пулма та, сутса укçа-тенкĕ тума та, çынсене ĕçпе тивĕçтерме те май парать. Урăхла каласан, уй-хирте тырă-пулă ăнса пулни, фермăсем пушă тăманни, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчени чылай тулăхрах пурăнма пулăшнă пулĕччĕ. Анчах, шел пулин те, хăвăрах палăртрăр, выльăх-чĕрлĕх йышĕ, уйрăмах сыснасен, питĕ чакса кайрĕ кăçал. Сăлтавĕсем, паллах, çук мар. Анчах вĕсемпе хÿтĕленсе хамăрăн çитменлĕхе çăмăллатас килмест манăн. Çапах та вĕсене шута илмесĕр те тăма çук пулĕ. Акă çĕршыв ВТОна (Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине) кĕме хатĕрленсе хамăрăн ялсенче тавар туса илекенсене хĕссе пырсах ют çĕршывсенчен, тĕпрен илсен, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен, чăх ашĕ, сыснапа ĕне ашĕ ытларах та ытларах илсе тăчĕ, лешсен условийĕсене пурнăçлассине мала хучĕ темелле. Тĕслĕхрен, Раççейри чăх-чĕп ĕрчетекенсем çулсерен вăтамран 2 млн. та 200 пин тонна чăх ашĕ туса илеççĕ. Унсăр пуçне чикĕ тулашĕнчен те 1 млн. та 300 пин тонна туянатпăр. Çĕршыври рынока 3 млн. тоннăна яхăн кăна кирлĕ. Çапла вара чăх ашĕ рынокра ытлашши те пулса кайнă. Унсăр пуçне вĕт-ха сыснапа ĕне ашĕсене те чикĕ тулашĕнчен кашнине 30-шар процент ытла туяннă. Паллах, кунашкал лару-тăрура хамăрăн производствăна малалла аталанма йывăр, çапла тума çук тесен те юрать. Çавна май, паллах, продукци хакĕ те ÿкет. Вĕт-ха сысна ашĕн чĕрĕ виçи 30-35 тенке, ĕне выльăх ашĕ 25-30 тенке юлнăччĕ. Рынок чикĕ тулашĕнчи типĕтнĕ сĕтпе тулнипе сĕт хакĕ те тăватă-пилĕк тенкĕне çити анса ларчĕ. Сутлăх илекен хаксем тăкаксене саплаштарман чухне тата пурнăç, строительствăпа промышленноç таварĕсен, топливо хакĕсем хакланса пынă условисенче ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене чăннипех те йывăр килет.
Корр.: Телее, юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен хакĕсем ÿссе пыма тытăнни сисĕнет.
В.ВАНЕРКЕ: Раççей 2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Америкăри 19 предприятие чăх ашĕ тăратмалли списокран кăларчĕ. Тепĕр 29 предприятие вĕсен тăратакан аш пахалăхĕ нормăсене тивĕçтерменнине кăтартса пачĕ, килĕшÿсене пăрахăçласси пирки асăрхаттарчĕ. Вĕсенче çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан мышьяк, сальмонелла, пыршă инфекцийĕн бактерийĕсем тата ыттине те пулма пултаракан нормăран ытла тупнă.
Халĕ рынок хамăр туса илекен таварсене ытларах йышăнма тытăнчĕ. Çавна май сысна ашĕн чĕрĕ виçи 70-80, ĕне выльăхăн 40-50 тенке çитрĕ, сĕт хакĕ те ÿссе пырать.
Корр.: Çакна май ялта тавар туса илекенсене мĕн сĕннĕ пулăттăр;
В.ВАНЕРКЕ: Выльăх-чĕрлĕх ытларах усрамалла, вĕсенчен продукци туса илессине ÿстерсе пымалла. Кăçал фуражлăх тырă та, утă-улăмпа сенаж та пĕлтĕрхинчен нумайрах. Тырă районĕпе пурĕ 18-20 пин тоннăна яхăн пухса кĕртессе шанатпăр. Ку вăл обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли те, хушма хуçалăхсене аталантарма та çитмелле. Ку вăхăт тĕлне 13336 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Тырă тухăçĕ гектар пуçне 18 центнерпа танлашать. Вырмана вĕçлеме çанталăк йĕпе-сапаллă тăни чарса тăчĕ юлашки вăхăтра. Юлашки уйăхсенче сыснасемпе мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ ÿссе пыма тытăнни палăрать. Ку таранччен, каларăм ĕнтĕ, чакса пынăччĕ. Кăçал комплекса та пĕтĕлентерсе хăварнă ăратлă пушмак пăрусем илсе килнĕ, ку вăхăт тĕлне вĕсенчен çирĕм пил-лĕкĕшĕ пăруласа панă ĕнтĕ. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче те ĕне выльăхпа сыснасен йышне çине тăрса ÿстерсе пырсан лайăх пулмалла. Сыснасем, акă, сăмахран, хăвăрт та йышлă ĕрчеме пултараççĕ. Сутлăх хаксем пысăк чухне выльăхсен йышĕ тата вĕсенчен продукци илесси хушăнса пыни укçа-тенкĕ тупăшне ÿстерме те, çынсене ĕçпе ытларах тивĕçтерме те, вĕсен пурнăç шайне палăрмаллах лайăхлатма та ырă витĕм кÿнĕ пулĕччĕ. Тырă, выльăх апачĕ çителĕклĕ тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен сутăн илмелли хакĕсем ÿссе пынă чухне асăннă майсемпе туллин усă курма тăрăшасса шанас килет.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика