АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа сывлăх уявĕ (Спорт)

09 сентября 2008 г.

Çăмăл атлетсен “Советская Чувашия” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан эстафета чупăвĕн районти ăмăртусене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, вĕрентекенсен, ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, федераллă тата республикăри органсен пайĕсемпе уйрăмĕсен командисем хутшăнчĕç.
Пирваях старта çемье командисем тухрĕç. 4 çемьерен (Мучар, Чутей, Пуянкасси тата Эльпуç ял поселенийĕсенчен) чи пултаруллисем Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсем пулчĕç. Вĕсен 7 çулхи ывăлĕ Данил чи çамрăк спортсмен пулнипе те ятарлă парнене тивĕçрĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен 9-мĕш класран аслă мар вĕренекенĕсем хушшинче мала тушкилсемпе тăвайсем тата тĕмерсем тухрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче тăвайсене çитекен пулмарĕ. Тушкилсем 2-мĕш, тăрмăшсем 3-мĕш пулчĕç. Вĕрентекенсем хушшинче те тăвайсемех çĕнтерчĕç. Пуянкасси шкулĕ 2-мĕш, мучарсем 3-мĕш вырăнсенче.
Ял поселенийĕсем хушшинче, ытти чухнехи пекех, йăнтăрчăсем палăрчĕç. Чутейпе Тăвай ял поселенийĕсен командисем 2-3 вырăнсенче.
Предприятисемпе организацисен ушкăнĕнче малти вырăнсенче тулли мар яваплăхлă “Энергобаланс” обществăн Тăвайри филиалĕн (ертÿçи В.Николаев), “Тăвай кооперативĕ” потребительсен обществин (В.Федоров) тата Тăвайри тĕп больницăн (Т.Шакшина) командисем.
Район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, федераллă тата республикăри службăсен ушкăнĕнче 45-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсен команди çĕнтернĕ. Вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн команди 2-мĕш, район пуçлăхĕн тата организацилле пай командисем 3-мĕш вырăна пайланă. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика