АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем иккĕмĕш вырăнта (Общество)

05 сентября 2008 г.

Тăвайсем иккĕмĕш вырăнта (Общество)

Иртнĕ уйăхра пушара хирĕç кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ пулчĕ Канашра. Унта зонăсенче мала тухнă ултă команда хутшăнчĕ. Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Комсомольски тата Тăвай районĕсем пулчĕç. Тăвайĕнчи 45-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем – А.Семенов, А.Ананьев, В.Борисов, С.Моисеев, Л.Школьников тата Г.Федоров хÿтĕлерĕç пирĕн район чысне.
Малтан пушара хирĕç кĕрешекенсем чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие чупса тухрĕç. Хÿме урлă сиксе, пĕрене тăрăх чупса каçрĕç, аллисенчи насус пыршисене хăвăрт салатса пĕр вĕçне (агрегат) çумне, тепĕр вĕçне ствол (пожарнăй) çумне çирĕплетсе финиша чупса çитрĕç. Кунта Тăвайсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Тăваттăмĕш хута пусмапа хăпарассинче те пирĕн пушарниксем маттур пулчĕç, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Виççĕмĕш хутри чÿрече патне виçĕ сыпăклă пусмапа икшерĕн улăхрĕç. Кунта А.Ананьевпа А.Семенова çитекенсем пулмарĕç, вĕсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
Машинăна шыв тултарса вут-кăвара сÿнтерме хăвăрт хатĕрленес енĕпе район команди виççĕмĕш пулчĕ.
Пĕтĕмлетÿ хыççăн комсомольскисем çĕнтерни çирĕпленчĕ, тăвайсем – иккĕмĕш, çĕрпÿсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Тăвайсене ăмăртăва районти пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ананьевпа Н.Анисимов инженер илсе кайнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем стартра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика