05 сентября 2008 г.
Ку вăхăт тĕлне “Акконд-агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексне выльăхсем илсе килсе çитернĕ. Пурĕ 479 пуç. Паянхи кун тĕлне вун улттăшĕ пăруласа панă. Пуçласа пăруланă ĕнесем те, пăрушĕсем те хăйсене лайăх туяççĕ. Комплекс сутлăх сĕт ăсатма тытăннă. Ăна Шупашкара яраççĕ. Выльăхсене тулăх тăрантарнă май, вĕсем сĕт хушса пыраççĕ. Пăруланă ĕнесене сĕт ытларах антарма апат хушса парассине йĕркеленĕ. Рацион утăран, сенажпа силосран, концентратлă апатсенчен, минераллă хутăшсенчен тăрать. Выльăхсене апат хутăшĕ туса çитереççĕ. Унта тăвар та хушаççĕ. Выльăхсем умĕнче те пур тăвар. Часах концентратлă апатсене кăштах чакарса, жмых та пама палăртнă. Сĕтпе перекетлĕ, тĕл-левлĕ усă курас тесе, ун вырăнне пăрусене май килнĕ таран ЗЦМ (заменитель) пама пăхнă.
Пăрулаттармалли уйрăма выльăхсене пăрулас умĕн икĕ эрне маларах куçараççĕ, хулăн айсарăм çинче усраççĕ, вĕсене çак тапхăршăн тивĕçлĕ рационпа тăрантараççĕ. Микрохутăшсене (минвит) хăйне юрăхлисене параççĕ. Пăрусене уйрăм клеткăсене хупаççĕ, вĕсем те типĕ айсарăм çинче выртса тăраççĕ. Пăруланă хыççăн ĕнесене пĕрлехи боксра тытаççĕ. Халĕ çак боксра 16 ĕне.
Комплексри витере ĕнесене пурĕ 4 секцие уйăрнă.
Комплекса илсе килнĕ выльăхсем амăшĕсем енĕпе çулталăкра 5–6 пин килограмм ытла сĕт памалла. Çамрăк ĕнесенчен хăш-пĕрисем продуктивлăхĕпе амăшĕсенчен те ирттерессе шанма пулать. Вĕсем лайăх тапратса пăрулаççĕ, хăшĕсем халех 20 литр е ытларах та сĕт параççĕ.
Выльăхсене кунне икĕ хутчен тăрантараççĕ, вĕсем апатран тата шывран татăк тăмаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"