02 сентября 2008 г.
Клавдия Ефимовнапа Илья Петрович Гладковсем Вăтаялĕнче пурăнаççĕ. Çак кунсенче вĕсем патĕнче чылай хăна пухăнчĕ. Пĕрле пурăнма пуçлани 50 çул çитнине паллă турĕ туслă мăшăр. Пухăннисем вĕсене ылтăн туйпа ăшшăн саламланă, çĕр çула çитичченех пурăнма суннă.
Илья Петрович малтан тĕрлĕ çĕрте, юлашки вăхăтра “Водоканалра” вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Клавдия Ефимовна Кармалти шкулта пенсие кайичченех пуçламăш классене вĕрентнĕ.
Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ Гладковсем. Люся, Володя, Света хăйсен пурнăç çулне медицинăра тупнă. Аслă пĕлÿллĕ врачсем вĕсем, сывлăх сыхлавĕнчи тăрăшулăхшăн çынсен хисепне тивĕçлĕ пулнă. Валя та аслă пĕлÿллĕ, амăшĕн профессине малалла тăсать, ют çĕршыв чĕлхипе пĕлÿ парать Тĕмерти вăтам шкулта. Надя Канаш хулинче ĕçлесе пурăнать. Çемьеллĕ Гладковсен ачисем пурте. Мăнукĕсем те нумай ĕнтĕ вĕсен.
Вăтаялĕнчи Клавдия Ефимовнапа Илья Петровича ылтăн туйĕпе ăшшăн саламлатăп, тата нумай çул пĕрле пурăнма сунатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"