АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле никĕс çинче (Сельское хозяйство, экономика)

02 сентября 2008 г.

Ĕнер “Акконд-агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕ валли Белоруссирен тепĕр 90 пуç пушмак пăру килсе çитнĕ. Кĕçех ыттисем те килмелле. Вара пĕтĕмпе 479 пуç пулĕ. Халĕ илсе килнĕ пушмаксене пурне те карантина тăратнă. Вĕсене пĕр уйăхлăха Тăвай ферминчи ку вăхăт тĕлне юсаса çĕнетсе хатĕрленĕ витене вырнаçтарнă. Витере тислĕк кăларассине тата выльăхсем патне шыв парса тăрассине механизациленĕ, канализацие йĕркелесе ĕçе янă. Асăннă ĕçсене Тюмень хулинчи “Лакта” общество ĕçченĕсем пурнăçланă. Урайне вырăнти рабочисемех сарнă, алăксене те вĕсемех çĕнетнĕ. Выльăхсене кĕртиччен, паллах, тасатса дезинфекци тунă витене.
Ку вăхăт тĕлне комплекса илсе килнĕ пушмаксенчен вун пиллĕкĕшĕ пăруласа панă. Тепĕр вуннăшне пăрулаттарма уйăрнă. Вĕсене уйрăм рационпа тăрантараççĕ.
Контрольлĕ сăвăм туни пĕрремĕш хут пăруланă ĕнесем хальлĕхе вунă литртан пуçласа вун çичĕ килограмм таран сĕт антарнине кăтартса панă. Çывăх вăхăтра пăрулама хатĕрленекен пушмаксенчен ытларахăшĕ лайăх тапратать, хырăм айĕ таранах антарнă.
Пăрушĕсем, тавах Турра, вар виттипе е ыттипе аптрамаççĕ, аван паркаланаççĕ. Пĕр пушмакĕ, чăн та, тăхăр килоллă пăру туса панă. Анчах çав пĕчĕкскер те хăйне патвар, йăрă тытать.
Комплексра выльăхсене тулли те тивĕçлĕ рационпа тăрантарма тăрăшаççĕ, апата раздатчикпе валеçеççĕ. Выльăхсем утă-улăм, сенаж, концентратлă апатсем çиеççĕ. Концентратлă апатсем сĕлĕ, урпа тата тулă хутăшĕсенчен тăраççĕ, вĕсене дозаторпа виçе урлă кăларса дробилкăпа авăртса хатĕрлеççĕ, унтах микрохутăшсем кĕртеççĕ. Микроэлементсен хутăшне маларах асăннă “Лакта” общество урлă туяннă.
Фуражлăх тырра икĕ складра упраççĕ, ку вăхăт тĕлне пурĕ 500 тонна ытла хатĕрлесе хунă. Икĕ складран пĕринче дробилка вырнаçнă. Унпа куллен 1350 килограмран кая мар тырă авăртса комбикорм хатĕрлеççĕ.
Комплексри выльăхсем пурте пысăк продуктивлă хура ула ăратлă йăхран. Вĕсене витере усраççĕ, унтах тивĕçлĕ рационпа тăрантараççĕ. Сăмах майăн асăнсан, агрофирмăн Тăвай ферминчи ĕнисене те – унта пурĕ 94 пуç – лайăх пăхма тăрăшаççĕ, вĕсенчен куллен вăтамран 14-шар килограмм ытла сĕт суса илеççĕ.
“Акконд-агро фирма” обществăра выльăх апатне, тĕпрен илсен, малта пыракан технологипе усă курса хатĕрленĕ. Белоклă апатсен хисепне ÿстерме выльăх апачлĕх пăрçа та акса тунă. Люцерна, кукуруза, тĕрлĕ тырă (тритикале таранах) – çаксене пурне те вырăн панă агрофирма уйĕнче. Унсăр пуçне асăннă культурăсене туса илмелли технологие те лайăхлатсах пыраççĕ. Çаксем пурте пĕрле выльăхсен рационне чылай пуянлатма, сĕт продуктивлăхне тата пĕтĕмĕшле продукци туса илессине ÿстерсе пыма май парĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика