АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшас тенĕччĕ (Общество)

02 сентября 2008 г.

Чутей ялĕнчи Вера Васильевна Юркинана районта чылайăшĕ аван пĕлет. Хăй вăхăтĕнче нумай çул (42) ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. 20 ытла çул шкул директорĕн çумĕ пулчĕ. Халĕ – тивĕçлĕ канура. Хăй те 5 ача амăшĕ пулнă май Вера Васильевна ырă кăмăл акцине хутшăнса Кăнтăр Осетире вăрçă инкекне тÿснĕ çынсене питĕ пулăшасшăн. Çав тĕллевпе вăл ку таранччен чиперех упраннă, анчах кăшт кивелнĕ тумтире – арçын тата хĕрарăм, ачасен кĕрĕкĕсем, пальтосем, плащсем, курткăсем, костюмсем, ăшă кофтăсемпе пуловерсем, свитерсемпе юбкăсем – пурĕ 41 япала Кăнтăр Осети çыннисене гуманитарлă пулăшу шучĕпе ярса парасшăнччĕ. Çав ятпа кĕскен çыру та çырса хатĕрленĕччĕ.
“Çак япаласене вăрçă хăрушлăхне тÿснĕ Кăнтăр Осети çыннисене пама ыйтатăп. Япалисем çĕнĕ мар пулин те, вĕсенче пирĕн чĕресен ăшши, ырă кăмăлпа хĕрхенÿ, юрату. Эпир сирĕн чăтăмлăха, чун çирĕплĕхне ăмсанатпăр, сирĕнпе мухтанатпăр”, – тесе çырнă педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Кил-çуртсăр, нимсĕр тăрса юлнă çынсемшĕн кивĕрех тумтир те вырăнлă ĕнтĕ. Çĕннине туянма каллех тăкак вĕт-ха. Кил-çурт, хуралтăсем çавăрнă чухне ахаль те кашни тенкĕ шутра. Анчах шел, Чутей ял поселенийĕнчисем ветеранăн чун хусканăвне туллин шута илеймен, пухнă япаласенчен ача-пăча тумĕсене кăна йышăннă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика