29 августа 2008 г.
Çырми те чылай пирĕн Нÿшкассинче, кĕперĕ те тăваттă-пиллĕк. Йывăç та сахал мар. Йывăç-тĕмне вара халĕ те çуллен лартсах тăраççĕ. Уйрăм çынсенчен ăна Василий Якимов çырмасене нумай лартнă. Чăннипех хитре те-çке ял хушшинчи йывăçлă çырма. Çакăншăн тăрăшнă та ĕнтĕ Василий Якимович. Хăйсем тавра та йывăçсем лартса чĕртнĕ вăл.
Кăçалхи çуркунне Эльпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Нÿшкасси çамрăкĕсем те маттур пулчĕç, ялти çырмасене, уйрăмах ишĕлме пултаракан вырăнсене, кÿлĕ хĕррине, кĕперсем патне, йăмрасем, хурăнсем, юманпа çăка калчисем чылай лартса хăварчĕç. Çакă савăнтарать: пурте чĕрĕлнĕ вĕсем. Çамрăксене ÿлĕмрен те çавăн пек сатур пуласса шанас килет. Ял, тавралăх илемĕпе хăтлăхĕ хамăршăнах-çке.
Источник: "Ял ĕçченĕ"