02 августа 2008 г.
Августăн иккĕмĕш çур уйăхĕ, кĕр тыррисем акса хăварма агротехника тĕлĕшĕнчен чи лайăх шутланаканскер, кĕçех вĕçленсе пырать пулин те, çапах та хальлĕхе акакан хуçалăхсен йышĕ пысăк мар-ха. “Луч”, “Шимкусский”, “Красная Чувашия” хуçалăхсем, “Победа”, “Акконд-агро фирма” обществăсем акаççĕ тата Хумышев фермер хуçалăхĕ... Пурне те паллă: вăхăтра акнă тырă лайăх паркаланать, хĕле кирлĕ пек тĕмĕленсе кĕрет. Çакна шута илсе ĕçлеççĕ те “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕнче (ертÿçи В.В.Данилов, тĕп агрономĕ В.А.Шутов). “Ял ĕçченĕн” иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ-ха кунти кĕр аки пирки. Виçĕ сеялкăллă агрегатпа ÿсĕнтереççĕ ĕçе. Тракторĕ – Т-150, тракторисчĕсем – Владимир Павловпа Николай Тихонов. Агрегат патне уя вăрлăх турттарса тăраканĕ – Василий Матвеев водитель. “Хĕрÿ вăхăтсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет” тет ун пирки кооператив ертÿçи. Сеяльщиксем те вăхăта сая ямаççĕ, вăрлăха сеялкăсем çине кăпăл-капăл тултараççĕ. Маркерĕ те, ытти те пур агрегатăн. Пахалăхлă, кал-кал акма тăрăшни курăнса тăрать. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар – 200 гектарлă хура пусă. Вăрăмăшĕ – икĕ çухрăм, сарлакăшĕ – пĕрре. Енĕш Нăрваш енчен пуçланса Кушкă ялĕн масарĕ патнех çитет вăл. Ку пусса Безенчукская 87 кĕрхи тулă акаççĕ. Енĕш Нăрваш масарĕ патĕнчи уя вара кĕрхи туллăн пысăк репродукциллĕ Казанская 560 сортне акса хăварнă. Вăл 113 гектар йышăннă. Пурĕ вара 500 гектар вырăн парасшăн кĕр тыррисене хуçалăхра. “Кĕркунне ытларах акса хăварса çурхи ĕçсен калăпăшне чакарасшăн”, – тет В.Данилов.
Кĕр аки лаптăкĕпе юнашар – çурхи тулă. Вăл çапса тĕшĕлеме черет çитессе кĕтет. Хуçалăхра вырма малалла пырать, “уй-хир карапĕсем” ытти уйсенче ĕçлеççĕ. Тулли, паллах, пулса çитнĕ. Пĕрчисем янтарь тĕслĕ. “Клейковина хисепĕ пысăк унра”, – терĕ районти Н.Р.Краснов тĕп агроном. Вăлах В.Шутов агрономпа пĕрле кĕрхи тулă пĕрчисем тăпрана мĕнле варăнса пынине те тĕрĕсленĕччĕ, акаçăсен ĕçĕпе кăмăллă юлнăччĕ.
Аякрах та мар Т-150 трактор çĕртме сухи тăватчĕ. “Унпа Александр Дмитриев тракторист тухнăччĕ”, – терĕ райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн начальникĕ В.Ванерке. Çак уйранах Иван Медведевпа Владимир Александров сĕлĕпе пăрçа хутăшĕн рулонĕсем турттараççĕ. Рулонсене транспорт хатĕрĕ çине Анатолий Фомин тракторист погрузчикпе тиесе парать. Вĕсене халăх та туянать (пĕр рулонне 400 тенкĕпе) тата выльăх-чĕрлĕх фермине те турттараççĕ. Хăшĕ-пĕри çичĕ-сакăр рулон таранах туяннине каларĕç. Трактор прицепĕсем çине ултшар рулон хураççĕ.
Укçа-тенкĕ фермăпа (сĕтрен) пекарньăран начар мар кĕнине каларĕ кооператив председателĕ. Халĕ тырăпа утă-улăм та сутаççĕ. Анчах та çунтармалли-сĕрмелли япаласем, запас пайсем тата ытти те питĕ хакланса кайнă условисенче укçа-тенкĕ çитерме çав-çавах йывăр-мĕн.
“Красная Чувашия” хуçалăх уйĕсенче пулнă хыççăн “Акконд-агро фирмăн” çĕре тарăн кăпкалатса хатĕрлекен агрегачĕ патĕнче те пултăмăр. Ку агрегат пĕтĕмпех ют çĕршыв техникинчен тăрать: 160 лаша вăйлĕ Кейс–180 трактор та, КГМ культиватор та. Энерги перекетлеме май паракан агрегатсен шутне кĕрет иккен ку. Çĕре 30-40 сантиметр тарăнăш кăпкалатать, çав вăхăтрах хĕрлĕ тăпрана кăлармасть, çĕр сийне плуг пек çавăрса çапса пымасть. Ăна лăпкăн çеç хăпартлать, кăпкалатать, лайăх агрофон тума, аяла нÿрĕк пухăнма, шывпа сывлăш тытăмне йĕркелеме май парать. Унпа ĕçлекен Георгий Григорьев каланă тăрăх, агрегат сехетре икĕ гектар таран çĕр кăпкалатма пултарать. Ырлать ăна. Георгий Николаевич хăй Ураскасси ялĕнчен, тăван хуçалăхĕнче комбайнпа та, тракторпа та вăй хунă. “Комбайнпа чĕрĕк ĕмĕр ĕçленĕ”, терĕ вăл.
Ку вырăнта çĕре çитес çул кукуруза акма тарăн кăпкалатса хатĕрлеççĕ иккен.
Сăн ÿкерчĕкре: виçĕ сеялкăллă агрегат кĕрхи тулă акать.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"