АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн (Образование)

29 августа 2008 г.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен республикăри конференцийĕ кăçал çĕнĕлле, 3 тапхăрпа иртрĕ.
Пĕрремĕш тапхăрта – августăн 21-мĕшĕнче – Канаш хулинчи шкулсенчи вĕрентекенсем Тăвайри вăтам шкулта Президент Грантне тивĕçнĕ А.Михайлова биологăн урокĕпе (мастер-класс) паллашнă. Гранта тивĕçнĕ пирĕн районти тепĕр 6 педагог харпăр хăй шкулĕсенче çав кун Вăрнар, Канаш, Йĕпреç районĕсенчи килнĕ вĕрентекенсене мастер-классем панă.
Пирĕн районти вĕрентекенсем вара асăннă районсемпе Канаш хулинчи Гранта тивĕçнисен урокĕсене итленĕ.
Иккĕмĕш тапхăрта – иртнĕ тунтикун – Тăвайри вăтам шкулта педагогсен районти конференцийĕ пулчĕ. Унта шкулсен презентацийĕпе (электронлă вариант) паллаштарнă. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров вĕрентÿ аталанăвĕн ку чухнехи шайĕ тата малашлăхĕ пирки доклад тунă.
Г.Васильева (Йăнтăрчă шкулĕ) чăваш чĕлхипе тата литературипе, Р.Иванова (Тĕмер шкулĕ) пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе, З.Кириллова (Тушкил шкулĕ) химипе биологи урокĕсенче проект технологийĕсемпе усă курас, Н.Куракина (Чутей шкулĕ) вырăс чĕлхипе, А.Михайлова (Тăвай шкулĕ) биологипе, Н.Николаева (Йăнтăрчă шкулĕ) вырăс чĕлхи урокĕнче интерактивлă технологипе усă курас тĕлĕшпе, Е.Степанова (Тĕмер шкулĕ) пĕчĕк комплектлă шкулăн пуçламăш класĕсенче литература вулавне йĕркелессипе мастер-классем ирттернĕ.
Конференци ĕçне район пуçлăхĕ Н.Ивановпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев хутшăннă, Н.Иванов хăйĕн сăмахĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи ырă улшăнусемпе пĕрлех çитменлĕхсемпе “ансăр вырăнсене” те палăртнă.
Виçĕм кун Канаш вĕрентÿ округĕнче республикăри конференцин 3-мĕш тапхăрне Тăвай районĕнчи шкулсен директорĕсемпе вĕсен çумĕсем, общественность представителĕсем, педагогсем, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем – пурĕ 65 çын – хутшăннă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика