26 августа 2008 г.
Иртнĕ кунсенче çулла хăйĕн ăшшипе самаях савăнтарчĕ. Тÿпери сарă хĕвелĕн хĕрÿлĕхĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пычĕ. Унăн вăйĕ каçхине те чылайччен иксĕлмерĕ. Сывлăш питĕ пăчă пулнипе çынсем кÿлĕ е пĕве çывăхнелле туртăнчĕç. Пĕрисем унта шыва кĕрсе савăнчĕç, теприсем вăлтапа пулă тытрĕç. Çавăн пекех сĕрекепе тытакансене, эрех-сăра ĕçсе канакансене те курма пулатчĕ. Вĕсене ăмсанас тĕллев тытман йĕркесен авторĕ. Пĕр шухăш кăна канăç памасть. Кĕркунне çывхарса пынă май сăнатăн та халь кÿлĕ е пĕве хĕррисене, чун хурланать. Пĕрре те хисеплеместпĕр иккен эпир тавралăха. Мĕнле кăна çÿп-çап, ăптăр-каптăр çук пуль халь çынсем каннă вырăнсенче;! Эрехпе пылак шывăн пушă кĕленчисем, тĕрлĕ консерва банкисем, ытти пылак çимĕç, пирус пачкисем тата ытти те. Вĕт çавсене кайран шкулсенче йĕркеленĕ экологи отрячĕсенчи ачасем пухса çÿреççĕ. Е хамăрах пуçтарттараççĕ. Акă мĕнлерех тĕслĕх кăтартатпăр эпир ачасене; Çамрăк ăрăва пирĕн, аслисен тавралăха таса тытма вĕрентмелле-çке. Çавăнпа çут çанталăка тухса савăнăçлă уяв ирттерекенсене хăйсем хыççăн пуçтарма сĕнес килет. Тасалăхра хамăрах пурăнма аван. Кÿлĕ е пĕве хĕрри сире малашне куллен ырă сунса кĕтсе илтĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"