26 августа 2008 г.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче “Новый путь” ЯХПК иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Хуçалăх, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен калăпăшне чакарман. 98 ĕнерен пурĕ 238,5 тонна сĕт туса илнĕ, ĕнесен продуктивлăхĕ кăçалхи 7 уйăхра 2434 килогрампа танлашнă. Кашни 100 ĕне пуçне 82 пăру илни паллă. Çаксемсĕр пуçне хуçалăх фермисенче 28,6 тонна аш-какай туса илнĕ.
Ăнăçлăха кадрсем татса параççĕ. Хуçалăх тĕрекĕ – ĕçчен çынсем. Вĕсем машина-трактор паркĕнче, фермăпа уй-хир ĕçĕсенче тăрăшаççĕ, лайăх кăтартусем тăваççĕ. Акă, тĕслĕхрен, ĕне ферминчи Альбина Иванова, Надежда Зайцева, Луиза Гурьева дояркăсене илĕпĕр. Вĕсем çуллен тикĕс те лайăх ĕçлесе пыраççĕ. 238 тонна сĕте те, никам та мар, вĕсем сунă. Кĕтÿ кĕтекен Виталий Алексеевич Арсентьев та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Кĕтÿçĕсенчен асли шутланать вăл. Çак пархатарлă ĕçе ашшĕнчен йышăнса юлнă тесен те йăнăшах пулмĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕ, Алексей Арсентьевич, ĕмрипе ферма кĕтĕвне кĕтнĕ, çав ĕçре чыс-хисеп илнĕ. Халĕ ывăлĕ те тăрăшса пурнăçлать хăйĕн тивĕçне.
Вăл Александр Гурьевпа Денис Данилов çамрăксене те кĕтÿ кĕтме хăнăхтарать.
Фермăра пăрусем пăхакан Надеждăпа Эдуард Дмитриевсем пирки те ырăпа асăнчĕç Тенеялĕнче. Ял пысăках мар, çынсем пĕр-пĕрне аван пĕлсе тăраççĕ, йăнăшмаççĕ. Çапла вара хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче Дмитриевсен тÿпи те паллă вырăн йышăнать.
Халĕ Тенеяль хуçалăхĕнче уй-хир ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ. Тырпул пухса кĕртнĕ, уйсене тирпейленĕ, çĕр ĕçлесе хатĕрленĕ çĕрте механизаторсем тĕп вăй пулса тăраççĕ. Пĕр тăван Ермолаевсем – Виталийпе Евгений тата Александр Сергеев комбайнсемпе тырă вырса çапаççĕ, вĕсене пулăшакансем – Михаил Моисеев, Владимир Ермолаевпа Владимир Белов. Тыррине “уй-хир карапĕсем” патĕнчен йĕтеме Алексадр Ивановпа Сергей Сергеев турттарса тăраççĕ. Тухăç начар мар, теççĕ. Йĕтемре ял ĕçченĕсемпе пĕрле шкул ачисем те вăй хураççĕ, тырра сортировкăпа алласа тасатса тирпейлеççĕ. Вăрлăхлăх тырра “Петкус” витĕр кăлараççĕ.
Улăма уйрах купалаççĕ. Анчах рулонланă хыççăн. Комбайнсем, ытти хăш-пĕр çĕрти пек, улăма сапаласа пымаççĕ, копнительсенчен купан-купан лартса хăвараççĕ. Çав купасенчи улăма пресласа рулонсем тăвать те Валерий Андреев механизатор. Вĕсене вара Андрей Гурьев механизатор пухса пĕчченех ура тăвать.
Çакăн пек хушăнса, йĕркеленсе пырать ял хуçалăх кооперативĕн экономики. Фермăсем те, уй-хир те хăйсен тÿпине кура тупăш кÿреççĕ хуçалăха. Çакă вăл ĕçлекенсен, ял çыннисен ырлăх-пурлăхĕ те.
Источник: "Ял ĕçченĕ"