АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ (Право, интервью)

26 августа 2008 г.

Йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ (Право, интервью)

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕ В.Цыганов аслă лейтенант чылайранпа ĕнтĕ йĕркелĕх хуралĕнче. Унччен маларах темиçе çул район çыннисене паспортпа тивĕçтернĕ вăл. Тăрăшуллă милици сотрудникĕпе курса калаçма та кăмăллă пулчĕ.
–Владимир Лазерович, шалти ĕçсен пайĕнче миçе çын тăрăшать;
–Паянхи куна 50 милици сотрудникĕ вăй хурать пирĕн пайра. Вĕсенчен 30 çула çитмен çамрăксем – 26 çын. 15 сотрудник аслă, 18-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Тата çиччĕн ĕçленĕ хушăрах аслă шкулсенче вĕренеççĕ.
–Чылайранпа ĕçлекенсене асăнса хăвараймастăр-ши;
–Геннадий Маркелович Салмин аслă конвоир - 1985 çултанпах йĕркелĕх хуралĕнче. Виктор Николаевич Александров та 1987 çултанпа тăрăшать, вăл та конвой уйрăмĕнче. Районти шалти ĕçсен пайне ертсе пыракан Вениамин Николаевич Обаськин подполковник милицире чи опытлисенчен пĕри, 1989 çултанпа вăй хурать.
– Хальтерех килнĕ çамрăксем пур-и;
- Чутей каччи Андрей Волков çĕнĕ çул хыççăн вырнаçрĕ водителе. Нумаях пулмасть Шăхасантан куçнă Юрий Алексеев аслă лейтенант следовательте ĕçлеме пуçларĕ. Пĕлтĕр салтакран килнĕ Тушкил çамрăкĕ Сергей Селиванов – патруль службинче. Вăл Шупашкарти вĕренÿ центрĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн района таврăнчĕ. Александр Герасимов çул-йĕр инспекцийĕнче стажер пулса пропаганда енĕпе тимлет.
Шалти Ĕçсен Министерствин Чулхулари академийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕнче теори курсне вĕçленĕ Ирина Обаськинапа (Тăвай) Денис Федоров (Чÿкçырми) сентябрьтен районти шалти ĕçсен пайĕнче практикăра пулĕç.
–Паянхи куна йĕркелĕх хуралне тата ытларах çамрăка ĕçе илме май çук-ши;
–18–35 çулсенчи çамрăксене хаваспах кĕтетпĕр эпир милици службине. Çар служби хыççăн, аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илнисене вăтам е аслă ертсе пыракан должноçсене йышăнатпăр. Унсăр пуçне вăтам пĕлÿллĕ çамрăксене рядовой тата кĕçĕн ертсе пыракана (милиционер, милиционер-водитель) илетпĕр. Çирĕп сывлăхлă, хăйсем тата çывăх тăванĕсем судпа айăпланман пулччăр. Милици речĕсем тулли пулсан, районта преступноç шайĕ чакасса шанатпăр. Тĕплĕнрех 2-15-58 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
–Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал йĕркене пăсакансен хисепĕ ÿснĕ е чакнă; Çул çитменнисем йĕркене пăсаççĕ-и;
–Çичĕ уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кăçал преступленисен хисепĕ кăштах ÿснĕ. Çынна хĕненĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Ултавлă ĕçсем туни, саккунсăр пăшал илни-сутни, экономика енĕпе йĕркене пăсни икĕ хут ÿснĕ. Йывăр преступленисем тăвасси вара улшăнманпа пĕрех. Çын пухăнакан вырăнта йĕркене пăсасси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 5 хут чакнă.
Çул çитменнисем саккуна хирĕç пыни те пăшăрхантарать. Пĕлтĕрхи кăтартусем ÿсмен пулин те, пирĕн сотрудниксем çамрăк ăрăва воспитани парас енĕпе чылай мероприяти ирттереççĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ ачисене ăс памасан, ĕç тухмасть.
Ман тата çакна каласа хăварас килет. Унччен саккуна пăснă чылай çын паянхи кун та тÿрĕ çул çине тăма шутламасть. Ÿсĕрсемпе ниçта ĕçлеменнисем те преступлени шутне хăпартса яраççĕ. Анчах пирĕн районта саккуна пăснă тĕслĕхсем чакасса шанатпăр эпир. Кашни гражданинăн хăй мĕн тунине ăнланмалла.
–Юлашки вăхăтри мĕнле çитĕнÿсене асăнма пултаратăр;
“Йĕркелĕх хуралĕнче” республикăри конкурсра пирĕн пай çулленхи пекех “Район хаçачĕ” номинацире малтисен шутне кĕме пултарчĕ. Эпир хатĕрленĕ альбома аван хак пачĕç. “Ял ĕçченĕ” хаçат тÿпи пысăк ку ĕçре.
Пирĕн коллективра пурте тенĕ пекех спортпа туслă. Уйрăмах волейбол хисепре. Спортăн çак енĕпе эпир районта та, республикăра та пултаруллисен шутĕнче.
–Мĕнле хавхалантараççĕ милици сотрудникĕсене çитĕнÿсемшĕн;
–Çав енчен чылай пулăшу пулать: премисем, çулталăкри 13-мĕш ĕç укçи, укçа-тенкĕ енчен хавхалантарасси. Лайăх ĕçленĕшĕн звани ÿстереççĕ, наградăсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем, медальсем параççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлени сумлă тесе шутлатăп эпĕ.
–Тавтапуç сире ыйтусем çине хуравланăшăн. Милици сотрудникĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: В.Цыганов ĕç вăхăтĕнче.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика