26 августа 2008 г.
Тăвайри вăтам шкулта пĕр уйăх 13–14 çулхи ачасен “Смена” бригади ĕçлерĕ. Е.Хвостова вĕрентекен ертсе пынипе 8–9 классенче вĕренекен 20 ача ятарлă планпа шкул территорине тирпей-илем кĕртес ĕçсенче, “Акконд-агро фирма” УАОн Сала çывăхĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексне тунă çĕрте пулăшрĕ. Тăрăшса ĕçлерĕç вĕренекенсем, ахальтен мар, смена вĕçленсен, шкул тата “Акконд-агро фирма” УАО дирекцийĕсем вĕсене тав турĕç.
Ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн ачасем хăйсен шухăш-туйăмĕсене “Ĕç бригадин кулленхи пурнăçĕ” дневникре çырса кăтартрĕç. Бригада районти конкурса хутшăнма документсем хатĕрлет.
Акă дневникре çырăннă пĕр кунхи йĕркесем: “Тата тепĕр кун хыçа юлчĕ. Вăл яланлăха пирĕн асра юласси пирки иккĕленместпĕр. Çав ир пире “Акконд-агро фирма” комплексĕнче ĕçлесси пирки пĕлтерсен, кашнин сăн-пичĕ савăккăн çуталчĕ. Питĕ кайса курас килет-çке çĕнĕ стройкăна.
Анчах, вырăна çитсен, пит савăках та мар иккен. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тем пысăкăш территори йышăнать. Стройка вĕçленсех те çитеймен, пирĕншĕн те ĕç нумай. Инструктаж ирттернĕ хыççăн (унта тĕрлĕ йышши техника нумайччĕ, çавăнпа та асăрхануллă пулмалла) пире перчеткесемпе михĕсем пачĕç те территорие çÿп-çапран тасатма хушрĕç. Каннă хушăра тарават ветеринар пирĕнпе экскурси ирттерчĕ. Ферма ĕçне ку чухнехи технологипе (компьютерсем пулăшнипе) йĕркелессине пĕлсен хытă тĕлĕнтĕмĕр. Мониторĕсене эпир курнă ĕнтĕ. Пур çĕрте те тап-таса пулĕ. Операторсем шурă халатсемпе кăна ĕçлĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: “Смена” бригада членĕсем «Акконд-агро фирма» комплексĕнче тăрăшаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"