26 августа 2008 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн районта икĕ туй пулнă. Тăвай каччи В.Шерне Эльпуç пикипе Н.Колоколовапа çĕнĕ çемье чăмăртанă. Çавăн пекех Сăхăтпуç хĕрне О.Яккуна Украина яшĕ В.Рузавин кăмăлланă. Мăшăрсене тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, юлташĕсем ăшшăн саламланă. Пурнăç çулĕпе, алла-аллăн тытăнса, нумай çул утма суннă çамрăксене.
Çулталăк пуçланнăранпа паянхи кунччен Тăвай енре 58 туй пулнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен кăштах пĕчĕкрех. Çитес канмалли кунсенче ултă туй пулмалла. Кĕр мăнтăрĕнче çамрăксем çемье çавăрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçласса шанма пулать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"