АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ (Сельское хозяйство)

26 августа 2008 г.

Енĕшнăрвашсен вырма та, ака та малалла пырать. Икĕ ĕçĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ: пĕри кăçалхи тухăçа пуçтарать пулсан, тепри çитес çулхине никĕс хывать. Ку вăхăт тĕлне хуçалăхра тыррăн ытларах пайне пухса кĕртнĕ. Тухăç аптрамасть, тет “Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçи В.В.Данилов. Кĕр тулăхне палăртса ĕнтĕ халăхра кĕркунне куракăн та капан пур, тенĕ. “Çурхи тулă тата пысăкрах тухăç парасса шанма пулать, пучахĕсем сулмаклă”, – пĕлтерет Вячеслав Васильевич.
Хальлĕхе “уй-хир карапĕсен” ĕç пур-ха уйра, çавăнпа тăрăшмалла та тăрăшмалла.
Кĕр тыррисене вара тунтикун тĕлне 140 гектар акнине каларĕ. Казанская 560 сорт хăех 113 гектар йышăннă. Ытти Безенчукская сортли. Владимир Павловпа Николай Тихонов механизаторсем акаççĕ, ĕçе тĕплĕ те кал-кал тăваççĕ, терĕ хуçалăх ертÿçи. Вĕсем Т–150 трактортан йĕркеленĕ 3 сеялкăллă агрегатпа акаççĕ. Пĕтĕмпе вара енĕшнăрвашсем кĕрхи тĕш тырă культурисене 500 гектар акса хăварма ĕмĕтленеççĕ. Вячеслав Васильевич каланă тăрăх, халĕ “хурçă утсем” çакна валли кирлĕ юлашки 97 гектара кăпкалатса хатĕрлеççĕ. Ку ĕçре Василий Иванов, Вячеслав Иванов, Александр Дмитриев, Алексей Александров тимленине пĕлтĕмĕр. Кам дискпа, кам плугпа, кам ыттипе хатĕрлет, кăпкалатать çĕре. Пĕрчĕсем тикĕс те кăпăшка ана çине варăнса юлма тивĕç. Çавăнпа тăрăшаççĕ те çĕр ĕçлекенсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика