22 августа 2008 г.
Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 9 хутчен вут-кăвар инкекĕ пулнă. Тăкакĕ 500 пин тенкĕрен те иртнĕ. Пушарта 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 1 çын сусăрланнă. Вут-çулăм пурăнмалли 4 пÿрте, 2 мунчана, 2 хуçалăхăн хуралтисене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтернĕ.
Халĕ шăрăх та типĕ çанталăк тăрать, пушар хăрушлăхĕ пысăк. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне, тем пек ĕçлĕ пулсан та, ача-пăчана пăхакансăр ан хăварăр, шăрпăка, зажигалкăсене ача алли çитмелли вырăна ан хурăр тесе тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Тимлĕхе çухатса килтен хыпаланса тухса кайни пысăк инкек-синкек патне илсе çитерме пултарать.
Пушарсем çитĕннисен тимсĕрлĕхне пула та сахал мар тухаççĕ. Теприсем çунакан кăмакана, сете чикнĕ электроприборсене, çунакан газ плитине пăхакансăр пăрахса хăвараççĕ. Пирус тĕпне сÿнтермесĕр ăçта май килнĕ унта ывăтни, ÿсĕр пуçпа вырăн çинче пирус туртса выртни те, юсавсăр электропроводка, кирлĕ мар çĕрте, çиллĕ çанталăкра кăвайт чĕртни тата ытти те – çаксем пурте вут-кăвар инкекĕн сăлтавĕсем пулса тăма пултараççĕ. Çавăнпа та тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Вут-кăвартан асăрханмалли йĕркесене пурин те пăхăнса пурăнмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"