АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку эрнере вĕçлесшĕн (Сельское хозяйство, экономика)

22 августа 2008 г.

Ку эрнере вĕçлесшĕн (Сельское хозяйство, экономика)

Ĕлĕкрех пулсан, тырă мĕн чухлĕ туса илни хуçалăх ĕçне хаклама май панă. Çĕр ĕçлекеншĕн çак пĕлтерĕш халĕ те вăйне çухатман. Виçĕмкун “Чутеевский” хуçалăхра пултăмăр. Ĕçлекенсем кĕлете кĕнĕ тырăшăн куç кĕрет савăнни курăнчĕ. Эпир, экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, А.Г.Соловьев агрохимик, Чутей ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.И. Медведев тата район хаçачĕн сотрудникĕ хуçалăхăн “ылтăн фончĕ” упранакан вăрăм кĕлетĕнче В.С.Бараматов ертÿçĕпе тата Елизавета Шамбулина завскладпа пĕрле пултăмăр. Вăрлăхлăх тырăсем лайăх упранаççĕ кунта. “Ку акă Московская 39 сортлă кĕрхи тулă. Пĕлтĕр ăна элита шутпа акнă”, – терĕ В.Бараматов, тырра ывăçласа илсе. Пĕрчĕсем шултра, таса. –Кăçал пĕрремĕш репродукци шучĕпе акса хăваратпăр ăна”.
Асăннă кĕлетрех çурхи тулă вăрлăхĕ те пур. Напольнăй сушилка çинче те вăрлăхлăх тырă. Унпа нÿрĕклĕхе тивĕçлĕ нормăна çитереççĕ. Асăннă культурăсен вăрлăхĕсем сутмалăх та пуррине каларĕ хуçалăх ертÿçи.
Тепĕр кĕлетĕнче ОВС-25 сортировкăпа тырă сортлаççĕ. “Вун тăваттăн та ĕçлетпĕр эпир кунта, халĕ саккăрăн çеç-ха, ыттисем апата кайрĕç”, – паллаштарчĕ тырă ĕçлесе тирпейлекенсен ушкăнĕпе Елизавета Шамбулина завсклад. Фотоаппаратпа ÿкерсе те илчĕ вĕсене В.А.Ванерке. Сăн ÿкерчĕкре вĕсем улттăн: Валентина Юркина, Светлана Юркина, Наташа Титова, Надежда Козлова, Александр Чайкин (машиновед), Елизавета Шамбулина (завсклад). “Хамăра “Ял ĕçченĕ” хаçатра курас килет” тесе уççăнах каларĕç вĕсем. Ĕçлекенĕн, чăн та, мĕншĕн ытларах курăнмалла мар-ха; Пăсăк ĕç тунине кăтартни мар вĕт, пулас çăкăршăн кĕрешни.
Юнкун пĕрлехи информаци кунĕ пулнă май, Владимир Алексеевич Ванерке йĕтемрисене (унта тырă сутăн илме пынисем те пурччĕ) районăн кăçалхи экономикăпа социаллă пурнăçĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Ял ĕçченĕсене ытларах интереслентерекен АПК отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, кăçал районăн 11468 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле, терĕ. Ку вăхăт тĕлне çуррине яхăн çапса илнине каларĕ, хастарлăрах ĕçлекен хуçалăхсене асăнчĕ. Район уй-хирĕнче 41 тĕштырă комбайнĕ ĕçлет. Пĕр комбайнпа куллен вăтамран 8,4 га тырă çапаççĕ. Çĕнĕрех комбайнсемпе 15-20 гектар е ытларах та çапма пулать. Çавăнпа çĕнĕ техника туянма тăрăшмалла. Халĕ кредитне те 10 çуллăха параççĕ.
Кĕр тыррисем 4800 гектар акса хăварма палăртнă пулнă. Анчах министерство ларăвĕнче ытларах та акма кирлине кăтартса панă – 5500 гектара çитернĕ. Мĕншĕн тесен кĕр тыррисен тухăçĕ шанчăклă тата кĕркунне ытларах акса хăварсан, çуркунне уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ те пĕчĕкрех пулĕ.
Халĕ хута кайнă выльăх-чĕрлĕх комплексĕ пирки те каласа пачĕ вăл. Пĕтĕленнĕ 331 пушмак пăру кÿрсе килнĕ комплекса. Пĕри вилнĕ. Паянхи куна 330 пушмак пăруран 11-шĕ пăруласа панă. Кĕçех тата 149 пуç илсе килеççĕ. Вара пурĕ 479 пуç пулĕ. Кунти выльăхсем валли сенажпа утă çителĕклĕ хатĕрлесе хунă. Силос та хываççĕ. Фуражлăх тырă пĕр выльăх пуçне 5 килограмм шутпа хатĕрлесе хураççĕ тата ытти те, терĕ.
Чутейсем кăçал 160 гектар тырă акса çитĕнтернĕ. Тĕрĕссипе каласан, сахалрах ĕнтĕ ку чутейсемшĕн. Малашне çакна, тен, шута илĕç. Хальхи вăхăтра вара çурхи тулă вырса çапаççĕ. Тĕрĕсрех, вырса çапать темеллеччĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен, тырă пуссинче пĕр комбайн ĕçлет – Герасим Цветковпа Валерий Шамбулин агрегачĕ. Николай Гаврилов вĕсем çапса илнĕ тырра йĕтеме турттарса тăрать. Тырă пусси тигр «çи-пуçне» аса илтерет: йăрăм-йăрăм, çумкурăклă. “Икĕ бункер çапса тĕшĕлерĕмĕр паян”, – терĕç комбайнерсем. Кĕрхи тулă пухса кĕртнĕ чухне 17-шер бункер çапса илни те пулнă. Халĕ кун каçа 7–8 бункер тăваççĕ-мĕн. “Ку эрнере вĕçлесшĕн-ха тырă пухса кĕртессине” – палăртрĕç хăйсен шухăш-кăмăлне комбайнерсем.
Кĕр тыррисене 100 гектартан кая мар акасса каларĕ хуçалăх ертÿçи. Тен, тĕппипе хакласа-шухăшласа пăхсан, вĕсене ытларах та акĕç. Вăрлăхĕ çук мар-çке.
Кăçал ку вăхăт тĕлне тырă тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 17 центнер пулнине каларĕ “Чутеевский” хуçалăх ертÿçи.
 
Сăн ÿкерчĕкре: тутарсемпе пĕрле акнă хĕвелçаврăнăшĕпе кукуруза уйĕнче.
В.ВАНЕРКЕ сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика