22 августа 2008 г.
Кăнтăр Осетири лăпкă мар лару-тăру мана чунран пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен çав республикăра эпĕ тахçан палланă, пĕр-пĕринпе ырă пĕлĕшсем шутланнă çынсем те пурăнаççĕ.
Вăтăр-хĕрĕх çул каялла Боржомири санаторире сывлăха çирĕплетнĕ чух эпĕ Кăнтăр Осетирен пынă Любовь Козаевапа паллашнăччĕ. Çутĕç пайĕнче бухгалтерта ĕçлекенскерпе эпир çывăх юлташсем пулса тăтăмăр, çырусем çÿ-ретрĕмĕр. Вăл мана Джавăран инçех мар санаторине пыма чĕнсе ячĕ. Эпĕ унта икĕ хутчен те пултăм. Иккĕмĕш хутĕнче Тĕмер шкулĕнчи Е.Егорова ĕçтешĕме те пĕрле илсе кайнăччĕ, питĕ килĕшнĕччĕ пире унти санаторире. Медперсонал çав тери тимлĕччĕ, минераллă çăлкуçăн сиплĕхĕ пысăкчĕ. Эпĕ малтанхи хутĕнче кайсан Люба патĕнче чарăнса тăтăм. Унăн упăшки Михаил осетинччĕ, шоферччĕ. Питĕ тарават çынсем. Çамрăк çемье хăйсен 2 хутлă çуртне туса пĕтернĕччĕ кăна. Икĕ ывăлччĕ вĕсен, Эдик ятли вăтам шкулта вĕренетчĕ. Хăйсем патĕнче çĕр каçнă хыççăн Люба мана тепĕр ирхине тăванне Цханвалран аякра мар "3-4 км" Джавана леçтерттерчĕ. Хуларан çур километрта сăрт çинче 5 хутлă санатори çурчĕ вырнаçнă. Эпĕ унта сиплентĕм, çав тери килĕшнĕччĕ.
Каярах хамăр ялтан пĕр тăваннин ачи службăна Кăнтăр Осетире ирттерчĕ. Эпĕ ăна адрес та панăччĕ Любăсем патне кĕрсе тухма. Вăл кĕнĕ, анчах Любăна тĕл пулайман.
Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Мĕнле-ши манăн инçетри пĕлĕшĕмсем; Сывă-ши; Кăнтăр Осети “вĕри точка” пулса тăнă хыççăн ир те каç вĕсем çинчен шухăшлатăп. Эпĕ ялта пĕчченех пурăнатăп. Енчен те Люба инкеке лексе çемйипех килес пулсан, эпĕ ăна сăмахсăрах йышăннă, май пур таран пулăшма тăрăшнă пулăттăм. Мана вĕсем нумай ырă тунă. Санаторире врач-терапевт грузинкăччĕ. Вăл та маншăн питĕ ырă хĕр арăмччĕ. Вăрçă-харçăна рядовой çынсем пуçламаççĕ, вăл вĕсене ним тума та кирлĕ мар. Ăссăр политиксене, хăйсен интересне мала хуракан амбицилле çынсене вăл хăйсен ятне-сумне ÿстерме кирлĕ-тĕр. Мирлĕ пурнăçа нимĕн те çитмест.
Источник: "Ял ĕçченĕ"