АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенĕн ĕç ÿсĕнетех (Сельское хозяйство, экономика)

22 августа 2008 г.

Ĕçлекенĕн ĕç ÿсĕнетех (Сельское хозяйство, экономика)

Эрне пуçламăшĕнче экономика, пурлăх тата АПК аталану управленийĕн пуçлăхĕпе В.Ванеркепе тата Н.Краснов тĕп агрономпа Сăхăтпуçпе Тушкил тата Тенеялĕ енчи уйсене çитсе çаврăнтăмăр.
Сăхăтпуç уйĕнче, Вăрмаралла каякан çул хĕрринче, Владимир Борисов комбайнер урпа выратчĕ. Хăйне пулăшакансăрах ĕçлет. Пĕччен кансĕртерех ĕнтĕ, механизаторăн комбайн пынă çĕртех кабинăран тухса çĕр çине анса пăхасси те пулать. Ун пек чух вăл юнашар чупать. Комбайнерта 1991 çултанпах. “Эльф” урпа 120 гектар йышăнать. Тĕшши хытса çитнĕ, пучахĕ те тайăлнă. Тухăç аван, 30 центнертан кая мар, куçпа пăхсах пахаларĕç специалистсем.
–Хăмăла кăшт аяларах кастарсан мĕнле-ши; Жнекăн икĕ енĕпе татăлнă пучахсем курăнаççĕ. Тырă çухалать капла, – тет Владимир Алексеевич.
Ку уя апатлантарнă, çум курăксене пĕтерекен наркăмăшлă имçам та сапнă. Анчах тĕлĕнмелле: выракан уй пиçенлĕрех, унтан кăшт анăçараххи – тап-таса. Икĕ участока икĕ тĕрлĕ имçам лекнĕ, вĕсенчен пĕри юрăхсăрри ĕнтĕ.
Александр Осиповăн ани çинче тепĕр комбайн та ĕçленĕ-ха (комбайнерĕ Кĕтеснертен терĕç), анчах çав кунне вăл ваннăччĕ. Хуçалăх ертÿçи сĕлĕ тухăçлă пулнине каларĕ, гектартан 30 центнертан кая мар. Ăна комбайнсем патĕнчен икĕ машинăпа В.Шараповпа И.Иванов водительсем аран турттарса ĕлкĕрсе пытăмăр, терĕç. Александр Александрович ĕç-пуçпа кăмăллă. Йĕтемри ĕçсене Г.Грибов машиновед йĕркелесе тăрать. Кĕр аки валли çĕр хатĕрлеме тытăннă.
“Шимкусский” ЯХПКн комбайнĕсем Пулă кÿлли енче вăрман çумĕнчи урпа пуссинче. Виталий Алексеевпа ывăлĕ Сергей, Юрий Дубровинпа А.Маргушов, Вл. Алексеевпа А.Дубровин (юлашкисем Дон–1500 комбайнпа) выраççĕ. “Дон-1500” 4519 центнер çапса тĕшĕленĕ. Н.Ефимов водитель ГАЗ-53 автомашинăпа йĕтеме 3890 центнер тырă турттарнă. Тушкилсен тăваттăмĕш (комбайнерĕ В.Волков) агрегачĕ ваннăччĕ. Ку цифрăсене пире хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Александров пачĕ. Тырă турттарма çавăн пекех Н.Павлов, Н.Николаев водительсем хутшăнаççĕ.
“Шимкусский” ЯХПКран тÿрех Тенеяль уйне тухрăмăр.
Хуçалăх ертÿçи Ю.Александров шăпах комбайнсем вырнă çĕрте ката хĕрринчеччĕ. Кĕр тыррисене пухса кĕртнĕ хуçалăх. Бункер виçипе вăтамран 22 центнертан кая мар тухнă. Улăхра тритикале уйрăмах ăнса пулнă, 40 центнер патнелле хăвалать. 9 тоннине “Дружба” хуçалăх кĕрхи тулăпа ылмаштарса илнĕ. Комбайнсемпе пĕр тăван Ермолаевсем – Виталийпе Владимир тата Александр Егоров ĕçлеççĕ, вĕсен пулăшаканĕсем – М.Моисеев, Е.Ермолаев тата В.Белов. Вырмалли тепĕр 260 гектара яхăнччĕ. Вăрлăхлăх тырра тасатса кĕлете кĕртнĕ. Хуçалăх кăçал 22 га çине соя та акса пăхнă.
Ĕçлекенĕн ĕç ÿсĕнетех. Ку таранччен çанталăкĕ те чăрмантармарĕ. Çĕр ĕçченĕсем меллĕ самантпа усă курса юлма тăрăшаççĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Новый путь ЯХПК уйĕнче – В.Ванерке, хуçалăх ертÿçи Ю.Александров тата Вл.Ермолаев комбайнер.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика