19 августа 2008 г.
Хальхи вăхăтра районти кашни яла тенĕ пекех автобуссем çÿреççĕ. Пĕр шутласан, ырлăх мар-и ĕнтĕ халăхшăн; Хытă сийлĕ çулсем пурри автобуссене ялтан яла тикĕс, чăрмавсăр чупма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров пур яла та хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарас, ялсем хушшинчи çулсене те асфальтласа пырас ыйтусем çине пысăк тимлĕх хурать. Çавна май укçа-тенкĕ те ытларах уйăраççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Ене килсен, Сергей Иванов вице-премьер та “Пур çĕрте те кунашкал хытă сийлĕ çулсем хывсан, çынсем те телейлĕрех пулĕç”, терĕ.
Пирĕн сĕнÿ – Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕпе Тăвай районĕнчи Кармал ялне хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарасси. Нумай та мар хушши – виçĕ çухрăм кăна. Ăна валли çирĕп кĕпер тума хăй вăхăтĕнче тимĕр бетон япаласем те турттарса хунăччĕ, тăпра тĕртсе çулне те купаланăччĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов каланă тăрăх, хăй вăхăтĕнче çак çула тума проект та пулнă имĕш. Ман шутпа та, пĕр проектсăрах çул тума тăпра тĕртсе купаламан ĕнтĕ. Анчах самана улшăннă май, Кармалпа Çĕнĕ Ахпÿрте хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарасси юлса кайнă. Павел Семенов депутат ку ыйтăва республика шайĕнче хускатма кирлине каларĕ.
Хăй вăхăтĕнче Кармалпа Çĕнĕ Ахпÿрт урлă Канашран Чутее çити грузотакси çÿренĕ. Халĕ те кунта пурăнакансемшĕн, пĕрлех ыттисемшĕн те, нумай çăмăллăх пулнă пулĕччĕ маларах асăннă çула туса ĕçе кĕртсен. Çавăнпа ку ыйтăва кун йĕркинчен кăларса пăрахмĕç, ăна май килнĕ таран хăвăртрах пурнăçа кĕртме тăрăшĕç тесе шанса пурăнаççĕ ку тăрăхри ялсенчи çынсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"