АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла та пĕлÿ пухаççĕ (Образование)

19 августа 2008 г.

Çулла та пĕлÿ пухаççĕ (Образование)

Ачасен тавракурăмне ÿстерес, вĕренекенсен пурнăçне интереслĕ тăвас тесе Тăвайри вăтам шкулта чылай тăрăшаççĕ.
Кашни çулах шкул районти, республикăри мероприятисене хастар хутшăнать. Пĕлтĕр районта иртнĕ олимпиадăсенче малти вырăнсенчен 41 процент (85 çын) Тăвай шкулĕнче вĕренекенсем йышăнма пултарнă, пиллĕкĕшĕ республикăра мала тухнă. Вĕренекенсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе иккĕмĕш çул çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулта профиль лагерĕ йĕркеленĕ. Кăçал вăл ĕçпе кану, сывлăха çирĕплетекен лагерьсем хыççăн августăн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçларĕ.
Лагерь начальникĕ Светлана Владиславовна Николаева ĕçе аван туса пырать. Пултаруллă 20 вĕренекен (9-11 классем) каникул вăхăтĕнче те шкула хаваспа çÿрет.
Вĕсем олимпиадăсене, ăслăлăхпа практика конференцийĕсене, конкурссене хатĕрленеççĕ. Ятарлă расписанипе иртеççĕ уроксем. Биологипе, акăлчан чĕлхипе, физикăпа, математикăпа, вырăс чĕлхипе тата литературипе, географипе, информатикăпа, правăпа, химипе, историпе А.П.Михайлова, Н.И.Гаврилова, Н.В.Михайлова, Л.В.Козлова, В.М.Кириллова, М.Е.Семенова вĕрентекенсем чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Компьютерсемпе усă курса та, тестсемпе ыйтусем тăрăх та хатĕрленеççĕ.
Кадет класĕнче вĕренекен Таня Хадиатулина ĕçе йĕркелесе пыма пулăшать. Хăйсене кăсăклантаракан предметсемпе Катя Никитина (физикăпа), икĕ Оля - Волковапа Ильина (правăпа), Света Михайловапа Ирина Игнатьева (биологипе) тăрăшсах вĕренеççĕ.
Ирхине 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет лагерь. Унта çÿрекенсене 2 хутчен апатлантараççĕ. Вĕреннĕ хушăрах ачасем физкультминуткăсем тăваççĕ, юрăсем юрлаççĕ, канăва интереслĕ ирттереççĕ.
Вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă çавăн пек лагерь йĕркеленĕшĕн. “Кашни çулах çÿреме хатĕр эпир кунта”, – теççĕ ачасем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: профиль лагерьне çÿрекенсем С.В.Николаева вĕрентекенпе пĕрле.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика