19 августа 2008 г.
Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ хăйĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. 2008 çулхи 6 уйăхра Чăваш уйрăмĕн нетто-активĕсем 32 процент ÿснĕ. 40,4 млрд. тенкĕ хушăннă. Банкăн ĕçлекен активĕсем 33,5 процент ÿснĕ, 36,8 млрд. тенке çитнĕ. Çак шутран юридически лицосене паракан кредит тÿпи 59,8 процентпа танлашнă. Çынсем хывнă вкладсен калăпăшĕ 16,6 млрд. тенкĕ пысăкланнă. Банк карттисен хисепĕ пĕрремĕш çур çулта 271,3 пине çитнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартуран 37 процент нумайрах. Хаклă йышши металсене шута илекен уйăрми металл счетсене 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулхинчен 11,8 хут ытларах уçнă. Банк 340 кг ытла кĕмĕл, 141 кг ылтăн тата çавăн пекех хаклă йышши металсенчен туса хатĕрленĕ 2 пин ытла укçа сутнă.
Раççей Перекет банкĕн Чăвашри уйрăмĕ Чăваш Ен экономикин чи пысăк кредиторĕ пулса тăрать – кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кредитсем, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 63 процент чухлĕ нумайрах панă. Кредит портфелĕн калăпăшĕ 35,68 млрд. тенкĕрен иртнĕ, çав шутра юридически лицосемпе – 22 млрд. тенкĕ. 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне инвестици кредичĕсемпе тавăрса парайман ссуда парăмĕ 6,1 млрд. тенкĕ шутланать. Чăваш Енри строительство проекчĕсене финанслама панă кредитсемпе – 2,4 млрд. тенкĕ. Уйрăм клиентсемпе кредит портфелĕн калăпăшĕ 13,7 млрд. тенке çитни тата çакă çулталăк пуçламăшĕнчинчен 2,5 млрд. тенкĕ нумайрах пулни банкшăн уйрăмах паллă событи пулса тăнă.
Иртнĕ çулхи пекех, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ вак предпринимательлĕхе пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн вак бизнеспа хастар ĕçленĕ, çур çулта 1016 кредит панă. Кредит портфелĕн калăпăшĕ ку енĕпе çулталăк пуçланнăранпа 39 процент ÿснĕ, 4,7 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2 хут ытла пысăкрах.
Источник: "Ял ĕçченĕ"