АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшра, яланхи пекех, хĕрÿ ĕç шавĕ (Сельское хозяйство)

15 августа 2008 г.

Тăрмăшра, яланхи пекех, хĕрÿ ĕç шавĕ (Сельское хозяйство)

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем Ленин ячĕллĕ хуçалăхра та хĕрсех пыраççĕ. Кĕрхи-çурхи тĕштырă культурисене 1000 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кĕрхи культурăсене вырса пухса кĕртнĕ: 120 га çинчи кĕрхи тулла тата 150 гектар çинчи ыраша. Ыраша тÿрремĕнех вырман, малтан çулса кушăхтарнă. Çакă ĕçе чылай хăвăртлатать. Тухăçĕ япăх пулас çук, пучахсем шултра.
–Малтан çулса кушăхтарни тепĕр комбайн ĕçленине тăрать-çав. Пĕрремĕшĕнчен, çухату чакать, тĕшĕсем паккусрах типшĕреççĕ, ĕç хăвăртланать, – тет хуçалăх ертÿçи Виктор Николаев.
Сăмах май каласан, хăмăл çинчи тырра В.Коновпа председателĕн ывăлĕ В.Николаев ĕç хыççăн жаткăпа вырнă. Тулă тухăçĕ вăтам 20 центнертан кая мар, çуркунне кайран пулнă сивĕсем тулă калчисене сиенлесе ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах хуçалăхăн сортлă тулă вăрлăхĕ (Московская-39) сутлăх та пур. Кăçал çуркунне те ăна 70 тонна сутнă.
Вырмана 2 комбайн кăна хутшăнать, СК-5М-Нивăсем. Вĕсен 500-шер гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртмелле. Комбайнерĕсем Иван Семеновпа Владимир Капитонов. Вĕсемпе паллаштарма кирлех мар, районти механизаторсем хушшинче вĕсене пĕлмен çын çук. Иван Дмитриевич комбайн çине çамрăк ачаран ларнă та паян кун та ĕçлет. Хĕрĕх çиччĕмĕш вырмана хутшăнать, терĕç ун пирки. Владимир Петрович уй-хир карапĕ çине ларнăранпа та чĕрĕк ĕмĕр ытла иртрĕ пулас. Вăл та хăйĕн куккăшне Иван Семенова пулăшаканран тытăнчĕ пулас çак ĕçе. Кусем – пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн ылтăн фончĕ, çапла калама пулать вĕсем пирки.
Комбайнсем патĕнчен тырра Г.Белковпа Г.Капитонов йĕтеме турттараççĕ.
Улăмран пресс-подборщикпе П.Николаев рулонсем тăвать. Вĕсене ферма çывăхне М.Суракин, Д.Чкалов студент МТЗ-семпе тата автомашинăпа турттараççĕ. Михаил Алексеевич республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ, çитмĕлелле кармашать пулин те руле алăран ямасть-ха.
Турттарса килнĕ рулонсене Владимир Степанов стогометпа урана хурса пырать. Вăл та хăй ĕçĕнче пысăк ăста шутланать.
–Никам та урана ун пек ăста тăваймасть, – хушса хурать председатель.
Ăнланатăп, вăл хăйĕн харсăр та ĕçчен çыннисемпе савăнать, вĕсене хуçалăх тĕрекĕ вырăнне хурать. Кам ĕçлеме хăнăхнă çавсемех тăрăшса ĕçлеççĕ, тет Виктор Владимирович.
Йĕтемре те ĕç вĕресе тăрать. Ф.Петрова складсен заведующийĕ çĕнĕ тырра кĕлетсене кĕртме хатĕрлет. О.Ялугин, Ю.Ялугин, П.Архипов машиноведсем сортлакан машинăсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Бригадăри рабочисемпе шкул ачисен ĕçне З.Максимова бригадир йĕркелесе пырать.
Хуçалăх выльăх апачĕ хатĕрлессипе те тимлет. Люцерна курăкĕнчен 2 траншея сенаж тунă, çак кунсенчех виççĕмĕшне тултараççĕ. Ял çумĕнчех кукуруза çитĕнет. Вырăн-вырăнпа ăна çурхи тăм тивнĕ, анчах симĕс масса япăх мар курăнать. Тислĕк лекнĕ вырăнта вăл икшер метртан та çÿллĕрех.
Хуçалăх кăçал дисклă йывăр сÿре тата выльăхсене апата вĕтетсе пама миксер туяннă.
Кĕрхи кунăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ тăрмăшсем. Кĕрхи ĕçсене вĕсем ăнăçлă ирттерсе ярас пирки ним чухлĕ те иккĕленместĕп. Кунта яланах харсăр, хавхаланчăк кăмăллă маттур çынсем ĕçленĕ.
 
Сăнÿкерчĕксенче: И.Семенов комбайнер; рулонсене урана хывни.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика