АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи сунар (Общество, экология)

15 августа 2008 г.

Çанталăк кĕр еннелле сулăнса пырать, каçхинесенче малтанхи мар ĕнтĕ халь, самай сулхăн. Малашне кăнтăрласенче те майĕпенех сивĕнсе пыма тытăнĕ çанталăк. Кирек епле пулсан та, чи ăшă вăхăтсем хыçа юлчĕç темелле. Вĕçен кайăксем те кĕçех кăнтăралла ăшă енне вĕçсе ăсанма тытăнĕç. Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки-тĕрки. Çавна май уй-хирте те кĕрхи хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ: тырă пухса кĕртеççĕ, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, ытти ĕçсем тăваççĕ ял ĕçченĕсем.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕрхи сунар та çуллен çак вăхăталла уçăлать. Кăçал ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, çурла уйăхĕн (августăн) 16-мĕшĕнче ирхи шуçăм килнĕ чухне уçма йышăннă. Вăл чÿк (ноябрь) уйăхĕн вĕçĕчченех тăсăлĕ. Асăннă йышăнăва “Чĕрчунсен тĕнчи çинчен” Федераллă законпа, Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче çут çанталăкпа усă курасси çинчен” законĕпе, Раççейри сунар ĕçĕн типлă правилисемпе килĕшсе тунă.
Кĕрхи сунар вăхăтĕнче мĕнле йышши вĕçен кайăксене тытма юрать-ха; Паллах, пурне те мар: пирĕн тăрăхра кайăк кăвакалĕсемпе кăрăпчаксене, шыв чăххипе хир чăххисене (юлашкине кунне иккĕрен ытла мар) тытма ирĕк панă.
Ухатана çÿреме тытăниччен малтан сунарçăсен сунар докуменчĕсене йĕркене кĕртмелле. Çавăн хыççăн тин сунара çÿреме ирĕк паракан тÿлевсĕр путевка илме пулать. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи Канашри обществинче пама тытăннă ĕнтĕ. Путевкăсăр сунара тухма юрамасть, вăл йĕркене пăсни пулать. Ирĕк паман кайăксемпе чĕрчунсене те тытма юрамасть. Çакна та асăрхаттармалла: сунар йĕркисем пуриншĕн те пĕр.
Çапла вара ыран ирпе кĕрхи сунар уçăлать. Чылай сунарçă çак саманта кĕтсе умĕнхи кунхи каçхинех кайса вырнаçать хăй кăмăлланă, куç хывнă вырăна. Ку вăл – çут çанталăк ытамĕнче ытларах пулма май килни, çунакан кăвайтă тавра шăкăл-шакăл калаçса ларни – вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, хăйне евĕр уяв пек.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика