15 августа 2008 г.
08.08.08 – виçĕ 8. Çурла уйăхĕн саккăрмĕшĕнче районта 3 мăшăр çемье çавăрчĕ. Нумерологсен шучĕпе саккăр лайăх цифра. Вăл укçа-тенкĕ енчен ăнăçу, шанăç кÿрет, çемье пурнăçĕ телейлĕ пулать, теççĕ.
Мучарти Димитрий Меркушинпа Елена Жаркова çак кун мăшăрланни телей кÿрессе шанаççĕ. Ырлăх-сывлăх, çирĕп юрату сунчĕç Александр Киселевпа (Кĕрше) Дина Семенована та (Тăвай) çывăх çыннисемпе юлташĕсем. Çĕнĕ Пуянкассинчи Александр Гордеев Вăтаяль хĕрне Наталия Табакована кăмăлланă. Вĕсен те çемье пурнăçĕ телейлĕ пултăр.
Тепĕр кунне, шăматкун, 6 мăшăр çемье çавăрнине çирĕплетсе алă пусрĕç.
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕччен Тăвай Енре 55 мăшăра çырăнтарнă, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 74 туй кĕрленĕччĕ. Високослă çул пулнине кура-и, асăрхарăр пулĕ, хальлĕхе çемье чăмăртакансен хисепĕ 2007 çулхинчен сахалтарах.
Ача çураласси ÿссе пыни савăнтарать. 120-мĕш пепкене регистрациленĕ çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕлтĕр 92 ача çут тĕнчене килнĕ çак вăхăт тĕлне. Вилекенсен йышĕ чакнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"