АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушăнса пырсан – малалла (Сельское хозяйство)

12 августа 2008 г.

Выльăх-чĕрлĕхе, паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илме усраççĕ. Çакă вĕсене сутса тупăш илме те май парать. Кĕтÿ йышĕ пĕчĕк мар тата продуктивлăхĕ те ÿссе пыракан хуçалăхсем çулталăк тăршшĕнче отрасльтен сахал мар тупăш кураççĕ.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче районта сĕтпе аш туса илесси пĕлтĕрхинчен икшер процент хушăннă. Районшăн асăннă икĕ процент 57 тонна сĕт тата 7 тонна аш ытларах туса илнипе танлашать. Нумай-и ку е сахал-и, анчах кăштах ÿсни те – хушма продукци. Çапла вара кăçалхи 7 уйăхра пурĕ 2999,7 (пĕлтĕр 2942,7) тонна сĕт, 341,5 (пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 334,5) тонна аш туса илнĕ. Чылай кооперативпа фермер хуçалăхĕнче продукци хисепĕпе пĕрлех выльăхсен продуктивлăхĕ ÿснĕ. Районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2159 килограмм е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 119 килограмм нумайрах сĕт сунă. Кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартусем тăрăх, чи пысăк тухăçлă ĕнесем – кĕршесен (”Дружба” ЯХПКн). Вĕсем кашни вăтамран 3087-шер килограмм сĕт панă е пĕлтĕрхинчен 235-шер кило ытларах. Çакă вăл хуçалăха пĕтĕмпе 389 тонна продукци туса илме май панă. Умĕнхи çулхинчен 30 тоннăна яхăн нумайрах. Ку вăл пĕр хуçалăхшăн – самай сисĕмлĕ хушăм. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен, чи нумай сĕт туса илнĕ ял хуçалăх предприятийĕсен шутне “Красная Чувашия” тата “Шимкусский” хуçалăхсем кĕреççĕ (538 тата 532 тонна). Вĕсенче кĕтÿ йышĕ те пысăк, выльăхсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк мар.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсем мĕнпур сĕтĕн 92,7 процентне тата мĕнпур ашăн 82,5 процентне туса илнĕ. Ытти – фермер хуçалăхĕсен тÿпи.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче пĕтĕмĕшле аш туса илессипе “Шимкусский” хуçалăха çитекенни çук. Кунта аш хисепĕ 71,6 тоннăпа танлашнă, иртнĕ çулхи планкăна та хăпартнă. Хуçалăх фермисенче туса илнĕ мĕнпур ашăн калăпăшĕнче ĕне выльăх ашĕ 51,6 процент, сысна ашĕ 45,1 процент йышăнать.
Асăннă продукцие туса илессипе çавăн пекех Ленин ячĕллĕ хуçалăх та начар мар ĕçленĕ, унăн кăтартăвĕ 54,3 тоннăпа танлашать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ÿсĕмĕ те курăмлă – 15,9 тонна хушăннă.
Малашне районта пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси “Акконд-агро фирма” обществăн комплексĕ шучĕпе те ÿссе пырĕ пулсан, çав вăхăтрах хуçалăхсенче сысна йышĕ чакса пыни пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Мари Элри “Звениговский” хуçалăхра, тĕслĕхрен, хăйĕнче кăна 74 пин пуç сысна усраççĕ пулсан, пирĕн вара районĕпе те 2591 пуç кăна.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне интенсивлă никĕс çинче аталантарса пыма тăрăшни, технологие çĕнетсе, выльăхсен ăратлăхпа йăх пахалăхĕсене лайăхлатса пыни, выльăх апачĕн никĕсне çирĕплетни, çамрăк выльăхсем ытларах пăхса илни, çуллахи майсемпе анлăрах усă курни – çаксем пурте отрасль тухăçлăхĕпе тупăшлăхне ÿстерсе пыма май парĕç. Ку тĕлĕшпе, паллах, продукци хакĕсене тивĕçлĕ йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика