12 августа 2008 г.
Пыл хурчĕсем ĕçчен те мирлĕ тетпĕр эпир. Анчах та пыл илнĕ вăхăтра, йĕпе-сапара, сулхăнрах чух пырса хускатсан, вĕсем те асса кайма пултараççĕ. Вара пытанса ĕлкĕр. Вĕсем пĕччен-иккĕн мар, йышпа хÿтĕленеççĕ. Çавăнпа та йăвана пырса кĕнĕ хăйсенчен чылай вăйлăрах сăвăслана та ним мар тĕп тăваççĕ. Сăвăслана хупăрласа илеççĕ те хăйсенчен питĕ хăвăрт вĕри кăлараççĕ, сăвăслан 50 ытла градус вĕрине чăтаймасть, пăчăхса вилет.
Пĕррехинче эпĕ çуркунне енне вĕлле умĕнче кăсăя виллине курнăччĕ. Кăсăясем иленсен, леток çине пырса лараççĕ те, хуртсене шаккаса кăлараççĕ. Тухнă пĕрне кап! хыпаççĕ. Хуртсенчен пĕри кăсăяна сăннипе лектерсе ĕлкĕрнĕ пулас, лешĕ вилсе выртнă.
Хăйшĕн хăрушлăх кÿрекене хăратса янипе кăна çырлахмасть хуралти хурт, таçта çити хăваласа каять, анчах хăй вилессе пăхмасăр пĕрех сăхма тăрăшать. Çутçанталăк хăй вĕсене çавнашкал хÿтĕленмелле туса янă ĕнтĕ. Вĕт вĕсен тăшманĕ чăннипех нумай.
Иртнĕ эрнере вара Чутейре хуртсем сăхнипе лаша вилсе кайнă. Хуçи ăна çав кунне хуртсем тытакан паçма çывăхне кăкарнă пулнă. Хуртсем ют шăрша (тар, эрех, духи, одеколон, дезодорант т.ыт.те) юратмаççĕ, тÿрех тапăнаççĕ. Çавăнпа та вĕлле хурчĕсемпе асăрхануллă пулмалла. Хăшпĕр çыннăн пĕр хурт сăхнипех аллерги пулать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"