12 августа 2008 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç темелле. Шкулсенче юлашки вак-тĕвек ĕçсем пыраççĕ. Çак уйăхра ятарлă комисси районти пур шкула та çитсе çаврăнчĕ, котельнăйсем таранах тĕрĕслерĕ. 10 шкултан 9-ăшĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулнине палăртнă. Тăрмăшри вăтам шкулта кăна кухньăна юсаса сăрласа ĕлкĕреймен. Анчах вăл та сентябрĕн 1-мĕшĕччен хатĕррисен ретне тăрас пирки иккĕленмелли çук. Тăвай, Тушкил шкулĕсем çулленхи пекех яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илеççĕ. Кабинетсене, коридор стенисемпе урайне сăрласа çĕнетнĕ кăна мар, пĕтĕм территорие тасатса илем кÿме тăрăшнă. Пур çĕрте те чечексем куçа тыткăнлаççĕ. Тĕмерсем те пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Классен, коридорсен урайĕсене çĕнĕрен линолеум сарса тухнă. Шкул умĕ хитреленнĕ. Пĕр блокра кăна çурт çивиттине юсамалла, шыв анать. Нăрваш шкулĕ çĕнех мар пулин те, вăл та нумай илемлĕрех, типтерлĕрех курăнма тытăнчĕ. Кунта иртнĕ çул спортзалра урай ылмаштарнăччĕ, кăçал зала сăрласа тухрĕç. Халĕ вăл вĕр-çĕнĕ пек йăлтăртатса ларать. Тăрăшни сая каймĕ, ачасем спортпа ытларах туслашĕç, результатсем лайăхланĕç. Мучар шкулĕнче те сăрра хĕрхенмен, спортплощадка картисем таранах сăрласа тухнă. Çĕнĕ Пуянкассинче пуçламăш классем вĕренекен çурт тăррине çĕнĕрен шиферпа витнĕ. Чутей, Эльпуç, Йăнтăрчă шкулĕсем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Паллах, кашни шкултах малашлăхра тумалли ĕçсем те çук мар. Шкулсен дирекцийĕсем вĕсене палăртсах пыраççĕ. Çĕнçырмари пуçламăш шкул çитес вĕренÿ çулĕнчен Эльпуçри вăтам шкул тытăмне кĕме пуçлать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче, хальлĕхе шутланă тăрăх, 2241 вĕренекен парта хушшине ларĕ (иртнĕ çул – 2339). Вĕрентекенсем тĕлĕшĕнчен пысăк йывăрлăхсем çук, хăшпĕр шкулсенче кăна уйрăм предметсемпе кадрсен квалификацийĕ çитсех каймасть. Учительсенчен ытларахăшĕ компьютерпа ĕçлеме хăнăхнă. Вĕсен вăтам ĕç укçи 7781 тенкĕпе танлашать. Класс ертÿçисене хавхалантарса пыраççĕ. Тушкилти вăтам шкул иртнĕ вĕренÿ çулĕнчех ĕçшĕн çĕнĕ тарификаципе тÿлесе пырать. Кăçал ун çине тăвайсем куçма пултараççĕ.
Вĕренекенсене пĕчĕкрех ялсенчен тĕп е база шкулĕсене автобуссем турттараççĕ. Пĕрремĕш классем валли (177 ача) вĕр-çĕнĕ сĕтел-пукан, доскасем хальлĕхе килсе çитеймен-ха, анчах вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вĕсем пуласса шанма пулать.
Августăн 25-мĕшĕнче педагогсен районти канашлăвĕ иртет, ун хыççăн тепĕр куннех районтан 65 çын Канаш округĕнчи канашлăва хутшăнĕ. Вĕсенчен темиçе кун маларах – августăн 21-мĕшĕнче – 100 пин тенкĕ Грант çĕнсе илнĕ районти педагогсем Вăрнар, Канаш, Йĕпреç районĕсен, Канаш хулин педагогĕсене мастер-классемпе паллаштарĕç (уроксем парĕç), пирĕн районти вĕрентекенсем вара урăх районсене тухса вĕсенчи малта пыракансен (Гранта тивĕçнисен) опычĕпе паллашĕç.
Сентябрĕн 1-мĕшĕччен нумаях та юлмарĕ. Шкулсенче каллех шăнкăрав сасси, ача-пăчан хаваслă шавĕ янăраса тăрĕ. Лайăх каннă, сывлăха çирĕплетнĕ ачасем каллех партăсем хушшине ларса хăйсен пĕлĕвне куллен ÿстерсе пырассишĕн тăрăшĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"