АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта профилактика тăтăр (Правопорядок)

12 августа 2008 г.

Кăçалхи 7 уйăхра район территорийĕнче 106 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 11,6 процент ÿснĕ). Июльте кăна тепĕр 38 преступлени хушăннă. Йывăр, уйрăмах йывăр тата вăтам йывăрăш преступленисен хисепĕ иртнĕ çулхи майлах пулнă пулсан, йывăрах мар преступленисене вара чылай ытларах тунă. Çынна хĕнесси, ют пурлăха çаратасси, улталасси, вăрласси, закона пăсса хĕç-пăшал, пемелли хатĕрсем тытасси, туянасси, сутасси, хĕрарăма мăшкăлласси, экономика тĕлĕшĕпе тунă преступленисен хисепĕ ÿснĕ. Отчетлă тапхăрта взятка илнĕ 1 тĕслĕх тупса палăртнă, ăна уçса панă.
Çул çитмен çамрăксемпе ачасем 5 преступлени тунă (иртнĕ çулхи пекех). Унччен преступлени тунă, ниçта та ĕçлемен çынсем хушшинче преступлени тăвас шай ÿссе пыни пăшăрхантарать. Çапла унччен преступлени тунă çынсем хушшинче тепĕр хут преступлени тăвасси чутах икĕ хут ÿсмен (24-47). Ниçта та ĕçлемен çынсем пĕлтĕрхи çак тапхăрта 43 преступлени тунă пулсан, кăçал – 61.
Отчетлă тапхăрта 93 (2007 ç. – 81) ĕçе пăхса тухса вĕçленĕ, 5 ĕçе чарса лартнă, преступленисене уçса параслăх – 94,9 процент (2007 ç. çак тапхăрта – 95,3).
Обществăлла вырăнта (çав шутра урамра та) тунă преступленисен хисепĕ, растрата тунă тĕслĕхсем сахалрах пулнă отчетлă тапхăрта. Çынна кÿрентернĕ, автомототранспорт хатĕрне вăрланă, хулиганла ĕçсем тунă, çынна тапăнса çаратнă, суя укçа тунă, власть представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнă, ăна кÿрентернĕ, терроризмпа çыхăннă преступлени тунă тĕслĕхсем тупса палăртман.
Халăх хушшинче профилактика ĕçне вăйсăрлатма нимле сăлтав та çук. 7 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетни те пире хамăр туса çитерейменнине, мĕн çине уйрăмах тимлĕн çавăрăнса пăхмаллине кăтартса пачĕ. Нумай чухне преступленисене унччен судпа айăпланнă, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен, ниçта та ĕçлемен çынсем тăваççĕ. Эппин çав категорири çынсем хушшинче профилактикăлла ĕçсене тата витĕмлĕрех туса пымалла, закона, право йĕркине пăснă кашни тĕслĕхе тивĕçлĕ хак памалла. Участокри уполномоченнăйсен профилактика ĕçне общественноçа анлăрах явăçтармалла, обществăлла организацисен ĕçне вăйлатмалла. Закона пăснă пĕр тĕслĕх те ăна тивĕçлĕ хак памасăр пытанса ан юлтăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика