12 августа 2008 г.
Кăçалхи вырма тин вăй илсе пырать пулин те, çавах та уйрăм хуçалăхсем тырă пуссинче кал-калрах ĕçлени курăнать. Вĕсенчен пĕри – “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕ. Кунта кĕрхи тулăпа ыраш та, пăрçапа сĕлĕ те çапма ĕлкĕрнĕ. Тырăлăх пĕрле акнă пăрçапа сĕлĕ кашни гектартан вăтамран 42 центнер тухăç панине каларĕ Вячеслав Васильевич Данилов, кооператив ертÿçи. Кусене халлĕхе 40 гектар çинчен çапса илнĕ, тепĕр çавăн чухлĕрен кая мар кушăхтарма çулса пăрахнă, терĕ. Пĕтĕмпе вара августăн 11-мĕшĕ тĕлне 200 гектара яхăн тырă çапса илнине, тухăç аван пулнине асăнчĕ председатель. Кĕр тулăхĕ тулă çитерет теççĕ мар-и-ха кун пек чухне. Тулă тенĕрен, 16 гектар çинчи кĕрхи туллăн Казанская 560 супер элита сорчĕ лайăх тухăçпа савăнтарнă. Паха пĕрчĕсенчен сулмаклă пучахсем çитĕннĕ. Халĕ унран кĕр аки валли вăрлăх хатĕрлеççĕ. 78 гектар çинчи кĕрхи тулă вара аплах тухайман – гектар пуçне 18,5 центнер тырă панă. Кĕрхи ырашпа сĕлĕ тухăçлăрах пулнине пĕлтерчĕ Вячеслав Васильевич.
“Халĕ шăпах сĕлĕ çапса илетпĕр”,– терĕ вăл. “Донпа” “Нива” комбайнсем тухнă сĕлĕ пуссине. Пурĕ 5 комбайн хуçалăхăн. Анчах техника, уйрăмах комбайн пек кăткăс организм, ванмасăр пулмасть. Иккĕш-виççĕш ванкаласа кĕнĕ умĕнхи кун, вĕсене юсаççĕ, тÿрлетнĕ пĕри çийĕнчех уя тухать, ыттисемпе пĕрле каçалăк илсе, тырă çапса тĕшĕлеме тытăнать. Кĕрхи кун ĕçченлĕхе, вăр-варлăха тĕрĕслет. Хĕрÿ вăхăт темрен те хаклă.
Вячеслав Васильевич комбайнсемпе кам-кам вăй хунине хаваспах асăнчĕ. С.А. Лазаревпа А.В.Ахматьев, М.Е.Лукинпа Д.В.Лукин, А.И.Ларионовпа А.В.Ларионов, В.В.Александровпа А. В.Владимиров, П.Г.Димитриевпа А.Н.Александров ĕçлеççĕ, терĕ. Пĕри – комбайнер, тепри – ăна пулăшаканĕ. Тырра йĕтеме пысăк стажлă В.Н.Федоров водитель тата Г.В.Станюковпа П.Ф.Васильев студентсем машинăсемпе турттарса тăнине пĕлтĕмĕр.
Тырра механизациленĕ йĕтемре ĕçлесе тирпейлеççĕ. Икĕ сменăпа йĕркеленĕ кунти ĕçе. И.П.Спиридонова – йĕтем заведующийĕ, А.Д.Николаева – складсен заведующийĕ. Тырă вĕсен алли витĕр кĕрет пÿлмесене.
Комбайнсем хыççăн уя преслакан агрегатсем кĕреççĕ. Вĕсемпе О.Л.Григорьевпа В.А.Афанасьев тăрăшнине каларĕ.
Умра кĕç-вĕç тумалли тепĕр хĕрÿ ĕç – кĕр аки. Ăна туса ирттерме хăйĕн чи лайăх вăхăтсем пур. Çавăнпа халĕ хуçалăхра пикенсех çĕр хатĕрлеççĕ. “Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан, кĕр тыррисене пĕр 500 гектар таранах акса хăварасшăн-ха”,– систерчĕ В.Данилов ертÿçĕ. В.М.Ивановпа А.Ф.Захаров механизаторсем Т–70 трактортан, В.Г.Гаврилов Т–150 трактортан йĕркеленĕ агрегатсемпе куллен тенĕ пек çĕр хатĕрлеççĕ. Тепĕр ДТ-75 трактора та кÿлнĕ ку ĕçе. Пулас тухăç çапла хывăнать. Уншăн çĕр ĕçченĕн тарĕ тăкăнать. Тырă пухса кĕртнĕ чухне те çавăн пекех: тем пек хăватлă комбайн та çынсăр, хуçисĕр вырăнтан тапранаймĕ.
Çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ комбайнсем тырă пуссинче, тулли машинăсем рейс хыççăн рейс хываççĕ йĕтеме. Çĕнĕ тырăшăн чун мăнаçланать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"